Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хуралĕн ĕçĕпе паллашнă

23 сентября 2009 г.

Ачасен хăрушсăрлăх уйăхлăхĕнче Вăрнарти пушар хуралĕн ĕçченĕсем Туçи Çармăсри тата Калининăри шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Вĕсем аслă классенче пĕлÿ пăхакансене тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтарса çулăмпа асăрхануллă пулма вĕрентнĕ, хăйсене те кĕçĕннисем хушшинче ăнлантару ĕçне ирттерме явăçтарнă. Вăйă-ăмăрту урлă йĕркеленĕ вĕрентÿ ачасен асĕнче чылайлăха тытăнса юлĕ.

Туçи Çармăсри шкулта, сăмахран, эвакуаци йĕркине мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех 8, 9-мĕш классенче вĕренекенсем пушар сÿнтерессипе тата пулăшу парассипе çыхăннă спорт тĕсĕсемпе тупăшнă, викторина-тест ыйтăвĕсене хуравланă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, çĕнтерÿ – 9-мĕшсен аллинче. Ăмăрту Вăрнарти пушар чаçĕн Туçи Çармăсра нумаях пулмасть уçăлнă уйрăм посчĕн ĕçченĕсем Николай Михайлов командир, Александр Никоноров пушар сÿнтерекен, Алексей Федотов водитель тата 27-мĕш пушар чаçĕн профилактика инструкторĕ Ирина Максимова хастар тăрăшнипе интереслĕ иртнĕ.

Çакнашкал эстафета-викторинăна Калининăри шкулта вĕренекенсем те хутшăннă, пушар хуралĕн ĕçĕпе ачасене Калининăри МПО водителĕ Игорь Лукин паллаштарнă. Ăмăртура 11-мĕш «а» класа çÿрекенсем ăнăçуллăрах, маттуртарах пулнă.

ВДПО-н районти производство участокĕ командăсене асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика