23 сентября 2009 г.
Чи кĕçĕннисем виççĕре, тăваттăра – Хăмăшри Алексей Афанасьев тата Вăрнарти Карина Федорова, чи асли 68-та – Вăрнарта пурăнакан Георгий Никишов. Пĕтĕмпе районтан Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ–2009» чупу кунне сывă пурнăç йĕркин 450 ытла тусĕ тухрĕ.
Нацисен кросĕ çĕршывра темиçе çул иртет ĕнтĕ, районта вара – пĕрремĕш хут. Ăмăртăвăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ–район пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров пухăннисем спорт стилĕн паха тĕслĕхĕ пулнине каларĕ, стартсенче пурне те ăнăçу сунчĕ.
Спорт уявне хатĕрленсе ирттересси вара ытларах райадминистрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов çине тиенчĕ. Шкулсенчи физруксем, тренер-преподавательсем унăн яланхи пулăшуçисем пулчĕç. Инкек-мĕн пуласран медицина ĕçченĕсем, йĕрке хуралçисем ăмăрту тăршшĕпех «хуралта» тăчĕç.
Чупуçăсем вунултă тапхăрпа старта тухрĕç. Чи малтан – ветерансемпе предприяти-организацисенче тимлекенсем. Тĕслĕх кăтартаканĕсем районсем хушшинчи 3-мĕш налук ĕçченĕсем пулчĕç. Тĕрлĕ пайсен ертÿçисемпе специалисчĕсем пĕрер километра ним мар çĕнчĕç, призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ветерансенчен чи маттуррисем – Вăрнарти А.Иванов, Г.Никишов, Аçăмçырминчи В.Петров, 1960–1969 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче – Хăмăшри В.Афанасьев, Санарпуç ял посленийĕн пуçлăхĕ А.Владимиров, хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Е.Захаров, 1970–1975 çулхисен ушкăнĕнче – Вăрнарти В.Федоров, налук инспекцийĕн ĕченĕсем Ю.Егоровпа С.Иванов. Хĕрарăмсем хушшинче харпăр хăй ÿсĕмĕнче чи çивĕччисем Чăрăшкас Хирлепри И.Петрова, Ю.Данилова, Л.Ефремова, Л.Антипова, Э.Тракова тата Г.Архипова (налук инспекцийĕ) пулчĕç.
Ытти тапхăрсенче пĕтĕмпех шкул ачисем ăмăртрĕç. Дистанцисенче хăйсен ÿсĕмĕнче çиçĕмле çаксем чупрĕç: Ю.Куракова, Е.Пыркова – Хăмăш, В.Харитонова – Калинино; А.Петрова – Калинино, Т.Калошева – Ярмушка, М.Захарова – Вăрманкас; В.Шашкова – Çĕрпел, Н.Трофимова – Шĕнер Ишек, К.Зайцева – Хапăс; А.Сергеева – Ярмушка, А.Чернова – Аçăмçырми, А.Антонова – Кульцав; А.Григорьева – ял хуçалăх техникумĕ, А.Долгова тата Е.Одырева – налук инспекцийĕ; В.Васильев, Д.Быков – Кÿстÿмĕр, Ю.Кириков – Чăрăшкас Хирлеп; А.Михайлов – Кĕçĕн Кипек, Д.Миронов – Çĕрпел, С.Семенов – Шĕнер Ишек; А.Яблоков – Калинино, А.Курсов – Кĕçĕн Кипек, П.Тимофеев – Вăрманкас; Е.Кондратьев – Калинино, Н.Егоров – Аçăмçырми, С.Васильев – Ярмушка; М.Павлов, А.Шишкин, Ю.Петров – ял хуçалăх техникумĕ.
Вырсарникун район чупуçисем «Нацисен кросĕн» республикăри старчĕсене те тухнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Сергей Политов унтан Кубокпа тата парнесемпе таврăннă. 4 километрлă дистанцире вăл хăйĕн ÿсĕмĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.