Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç пысăк

23 сентября 2009 г.

«Вурнарская» агрофирма юлашки вăхăтра «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне ÿстерсех пырать. Халĕ хуçалăхăн Енĕш çывăхĕнчи çĕр улми пуссинче хĕрÿ ĕç пырать. Çĕр улмие пуçтарса илме çывăхри ялсенче пурăнакансем кăна мар, Вăрнартан та йышлăн килеççĕ, пилĕке тÿрлетмесĕр тăрăшаççĕ.

«Иккĕмĕш çăкăр» ăнса пулнă. Кăçал кунта тăхăр тĕслĕ, пурте элитлă, сорт çитĕнтернĕ. Агрофирма управляющийĕ М.Максимов пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улми тухăçĕ 250 центнерпа танлашать. Ăна ытларах вăрлăх, пысăк пайне сутлăх валли хатĕрлеççĕ.

Уйра ĕçе тĕплĕ йĕркеленĕ. Е.Тарасова бригадир ку енĕпе уйрăмах хастарлăх, çирĕплĕх кăтартать. «Иккĕмĕш çăкăра» тÿрех тиесе пыраççĕ, çийĕнчех вырнаçтарса пыма тăрăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика