Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç савăнтарать

23 сентября 2009 г.

Район уй-хирĕнче моторсен шавĕ сахалрах илтĕнет. Ку, паллах, япăх пулăм мар, – ĕç çыннисем ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес тĕлĕшпе сатур тимленине кăтартакан тĕслĕх. Акă çĕр улми пусси пушансах пырать. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăрăн» 98 процентне пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç – 199 центнер.

Çĕр-аннемĕре хисеплекен йăх-несĕлĕмĕрсен ятне ямасть. Районти аграрисем тăван енче çĕрсем пушă ан выртчăр тесе тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕ курăмлă – кĕр тыррисене 6402 гектар акса хăварнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 29 процент пысăкрах.

Кĕрхи çĕртме туни пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем 6200 гектар çĕр сухаланă.

Районта икĕ ял хуçалăх организацийĕнче – аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – кукуруза уйĕсем пур. Уйрăмах çак культура Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра ăнса çитĕннĕ. Гектарти тухăç – 350 центнер.

«Агрохмель» агрофирмăра хăмла татас ĕç вĕçленсе пырать. Тухăç лайăх. Хăмла ĕрчетессипе тимлени тупăшлă пулнине асра тытса хуçалăхра çĕнĕ плантаци тăваççĕ. Ку ĕçре агрофирмăра тăрăшакансемпе пĕрлех «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă обществăри Дмитрий Кузьмин (сăн ÿкерчĕкре) механизатор вăй хурать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика