Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар чиркĕвĕн иккĕмĕш хĕресĕ çĕкленчĕ

19 сентября 2009 г.

Çак саманта район çыннисем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Вăл Турра ĕненекенсемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулса тăчĕ.

Округ Благочиннăйĕ Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте тата Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте хĕреспе купол ячĕпе кĕлĕ ирттерчĕç, вĕсене çветтуй шывпа сирпĕтрĕç. Сергий атте çак паллă событи чылай çул пысăк йывăрлăхпа çĕкленекен чиркĕве хута ярас ĕçе хăвăртлатма пулăшнине, строительство ĕçĕсене вĕçлессишĕн кашнин кунсерен Турра кĕл тумаллине каларĕ.

Православи хĕресĕпе куполне Етĕрне маçтăрĕсем ăсталанă. Ăна храм тăррине вырнаçтарма Шупашкартан ятарласа кран чĕнсе илнĕ.

Акă кĕçех Чиркÿ çийĕн ылтăн тĕспе иккĕмĕш тĕп хĕреспе купол вырнаçса ларчĕç, хĕвел питтинче вуншар çурта çуннăн ялкăшма тытăнчĕç. Пухăннă çынсен куçĕсенче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ.

Çак паллă ĕçе хăвăртлатас ĕçре район çыннисен тÿпи те пур. Асап нумай тÿснĕ Çветтуй Георгий Чиркĕвне хута ярас тĕллевпе укçа-тенкĕ пуçтарас уйăхлăхра акă 800 пин ытла тенкĕ пухăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика