Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛКИР ЯЧĔПЕ

19 сентября 2009 г.

Эпир, хамăр пурăнакан вăхăта кура, митинг тавралла милици, ГАИ, ОМОН, ытти тĕрлĕ органсемпе администрацисен сатур çыннисем тĕркĕшнине курма хăнăхнă. Иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 12-мĕшĕнче, Петĕр Ялкир Музейĕпе Асăну хăмине уçнă кун, çакăнта асăннă ретрен никама та асăрхаймарăмăр. Ĕмĕрлĕх событие влаçран пачах ирĕклĕ халăхпа кăмăллăн паллă турăмăр. Вунă çул ытла район пуçĕнче тăнă Василий Игнатьевич Романов тĕлĕнет: «Хуçасем курăнмарĕç-çке;..» «Хуçасем» тени ку сăмахра самай анлă пĕлтерĕшлĕ. Писательсем пирки шарламăпăр. Вĕсем темиçе ушкăна пайланнă та – пурте пекех кĕлмĕçле тытăнкаласа тăраççĕ. Асăнмалăх çула поэтăн çывăх тусĕсем те тухайман-мĕн, çитеймен. «Килмеççĕ пуль... Эп никамран та укçа-пухча тархасламан. Çак куна хам хатĕрлерĕм», – терĕ поэт ывăлĕ Владислав Петрович. Хăш-пĕр пуçлăх, канмалли кун тесе, мунча хутса янă тен; Çапăниччен пĕрер сехет тупăнатчех ĕнтĕ, машинăсем кут айĕнчех. Ăнланмалăх сăлтав шыракансем тупăнчĕç: «Влаç хĕрлĕ тĕсрен хăрать, поэт ывăлĕ карти-хапхине пĕтĕмпех хĕрлĕпе сăрланă...» Эп чăн сăлтавăн тарăнăшне пĕлетĕп: Петĕр Ялкир, Тăван çĕршывшăн кăкăрĕпе тăнă фронтовик, тăшмана хаяр вăрçăра та парăнман пекех, чун-чĕрине кĕрĕк çаннилле тавăрмарĕ, тÿнтерле заявленисем çырмарĕ. Юрĕ. Вăл – пур пĕрех халăх поэчĕ. Ывăлĕ те – ашшĕн Партийĕнчех (ку сăмаха эпĕ анлăрах ăнлавпа – харпăр хăй евĕр юлмалăх çирĕплĕхпе çыхăнтарасшăн).

Петĕр Ялкир (Петр Алексеевич Тихонов) Вăрнар районĕшĕн 34 çул ырми-канми ĕçлерĕ (район хаçачĕн редакторĕ,парти райкомĕнче тата райĕçтавкомра – пай заведующийĕ, юрăпа ташă халăх ансамбльне, халăх театрне йĕркелекенĕ т. ыт. те). Вăл СССР Писательсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ преми лауреачĕ, 50 ытла кĕнекепе 250 юрă авторĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче çырнисен юлашки сулмаклă пуххи («Суйласа илнисем», 511 стр.) музейпе Асăну хăмине хатĕрленĕ вăхăтра пичетленсе тухрĕ.

Сентябрĕн 12-мĕшне тĕрĕссипе район халăхĕн уявĕ пек ирттермеллеччĕ. Петĕр Ялкир пиллесе хăварнă ансамбльпе театра хутшăнтарнă пулсан та юратчĕ. Шел, митингра эп культура çыннисене, Петр Алексеевич тăрăшнипе наградăсем, чыслă ятсем илнĕ çынсене курмарăм. Вăрнарти училищĕпе шкулсен директорĕсене Николай Васильевич Васильева, Маргарита Климентьевна Матвеевăна, Владимир Иванович Малова тав тăвас килет. Ялан хăйсен хăни пулнă поэта вĕсем манман. Митинга пынă ачасем çĕрĕн ытла музейпе тĕплĕн паллашрĕç.

– Ку музее çамрăк ăрăва татах та татах кăтартасчĕ, – терĕç класс руководителĕсем. – Хăçан мĕнле килме юрать-ши;

– Эпир ялан хапăл, – пулчĕ хуравĕ.

Ачасем тĕлĕнчĕç. Мĕн курни-пĕлнине юлташĕсене каласа кăтартĕç. Светлана Журавлева Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕ ячĕпе тухса каларĕ. Поэт ывăлĕ Владислав Тихонов ашшĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Поэт урамĕн ывăлĕ Геннадий Петров пĕчĕкрен пĕлнĕ сăвă-юрă йĕркисене янăратрĕ. Николай Арсентьев пĕр çавра юрласа пачĕ. Петĕр Ялкире халăх пĕлет. Ăна вулаççĕ. Унпа юрлаççĕ. Акă, пÿрнеске пек хĕр пĕрчи те, ашшĕ ытамĕнчен вĕçерĕнсе, сăвă калама вирхĕнсе тухрĕ. Митинг хыçĕпе вĕлт! те вĕлт! иртекен машинăсен хуçисем хăйсен кăмăлне кĕвĕллĕ сигналпа палăртма хапăлланă...

Чăваш çĕрĕнчен

Хама уйăрма

Эп памăп, туссем,

Нихçан никама, –

тенĕччĕ Петĕр Ялкир «Уйăраймăр» сăввинче.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика