16 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатмалли, клубсене ку чухнехи çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата музыка инструменчĕсемпе тивĕçтермелли, кану çурчĕсем малашне ĕç çыннисен юратнă вырăнĕсем пулмалли çинчен каланăччĕ. Унти хушусене тĕпе хурса Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ Н.Иванов культура учрежденийĕсене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кăтартать.
Пĕлтĕр Уйкас Явăшпа Çăкаллă Явăшри клубсене тĕпрен çĕнетсе юсанăччĕ, вĕсене газпа ăшăтмалла тунăччĕ. Халĕ Мăн Явăшри культура çуртне юсама тытăннă. Юсав ĕçĕсене вăхăтра туманран тăрринчен шыв анать. Вăрнарти строительсен пĕр ушкăнĕ кĕçех унăн тăррине юсаса çитерме палăртнă.
Культура çурчĕн шалти пÿлĕмĕсенче те юсав ĕçĕсене чылай тунă. Сăмахран, курав залĕн сценине çĕнетнĕ, хăш-пĕр пÿлĕмсене сăрласа илемлетнĕ.
Хăй тытăмлăх органĕ пултарулăх ушкăнĕсене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерессине тĕп вырăна хурать. Анчахрах культура çурчĕ валли юрă-кĕвĕ çырса илмелли аппаратура туянса панă.
– Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн культура çуртĕнче вăй хуракансем ĕç çыннисен канăвне татах та лайăхрах, усăллăрах йĕркелеме тытăнĕç. Ваттисен кунĕ тĕлне юрă-ташă ăстисем концерт лартма хатĕрленеççĕ, – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ Николай Иванов.