Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çăлсем кирлĕ

16 сентября 2009 г.

Районта паянхи кун питĕ çивĕч тăракан ыйтăва – поселокра пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине – татса памалла. Кĕçĕн Çавал çинчи çĕнĕ плотинана тултарнă май хальхи вăхăтра поселокăн пĕр пайне шыв парса тăракан насус станцийĕ те шыв айне пулать.

Кунсăр пуçне плотинана тултарсан та унти шывпа тÿрех усă курма май çук. Апла пулин те çынсене шывсăр хăварма юрамасть, 1–2 çул хушши тытăнса тăма майсем шырамалла.

Нумаях пулмасть районта, çак кăткăс ыйтăва татса пама пулăшас тĕллевпе, ĕçлĕ визитпа «Геоинформсервис» тулли мар яваплă общество директорĕ Н.Тайбатров пулнă.

Унпа пĕрле Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов, «Интех» ЧНПЦ общество представителĕсем, район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Ильин усă курма пăрахнă артезиан çăлĕсене тĕрĕсленĕ.

Каласа хăвармалла, шыва карьерсенчен илмелли варианта та пăхса тухнă, анчах вĕсенче пахалăхĕ тивĕçтермест. Çавна май поселокри артезиан çăлĕсенчен кăларакан шыв калăпăшне ÿстересси, усă курман çăлсене хута ярасси тата çĕннисене пăраласси чи тĕрĕс йышăну пулнине палăртнă.

Акă, тахçан «Мир» лагерь вырнаçнă территорире виçĕ артезиан çăлĕнчен шыв уçлаççĕ. Специалистсем кунта инçех мар тепре пăралама, тавралла санитари зонине йĕркелеме май пур тесе пĕтĕмлетÿ тунă. Çавăн пекех лицей çывăхĕнчи тата тахçан чукун çул линийĕн ведомство çурчĕсене шыв пама пăраланă артезиан çăлсенчи шыв пахалăхне те тĕрĕслеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика