Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре – вăй

16 сентября 2009 г.

Çĕрпел ял тăрăхне виçĕ ял – Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс, Кайри Тукай – кĕрет. Унта пурĕ 1903 çын пурăнать. Ялсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пама Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхне Иван Анатольевич Миронова хаçат редакцийĕн тĕпелне чĕнтĕмĕр.

– Иван Анатольевич, ял пуласлăхĕ çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тĕллевлĕ ĕçленинчен нумай килет.

Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа тата вăй питти çынсене ялта çирĕплетсе хăварас тесен пурнăç условийĕсене хулари шая çитерме тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе патшалăх тĕллевлĕ ĕçленĕрен ялсенче юлашки çулсенче ырă улшăнусем чылай пулса иртрĕç. Кашни киле тенĕ пекех «кăвак çулăм» çитрĕ. Çынсен кăмака хутса вăхăт ирттерес çук. Республикăра автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри – ялсенчи урамсене асфальт çул сарасси. Паллах, хамăр вăйпа та тăрăшатпăр, пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама укçа уйăратпăр. Пĕлтĕр акă ял тăрăхĕн бюджетне 106 процент тултарнă, уйрăмах налук пухассипе тухăçлă тимленĕ тесе çирĕплететĕп, плана 170 процент пурнăçланă. Пухăннă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă куратпăр. Акă кăçал Хурăнсур Çармăсра тата Çĕрпелте виçшер урамра, Кайри Тукайра пĕр урамра çулсем юсарăмăр. Шкул ачисене турттаракан автобуса çÿреме те лайăх условисем туса памалла: «Çĕрпел – Кайри Тукай» çул хăйĕн черетне кĕтет. Вăл-ку транспорт кирлĕ пулсан «Янгорчино», «Хорнзор» ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем Геннадий Романовпа Федор Кузьмин ыйтнине пурнăçламанни нихăçан та пулман. Ертÿçĕсем ялăн сăн-сăпатне улăштарассине, тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, «Янгорчино» кооператив тăрăшнипе хуçалăхăн сад-пахчинче пĕр пĕве чаврĕç, теприне çĕнетсе улăштарчĕç. Кайри тукайсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, вĕсене пĕве чавса пачĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем пурришĕн савăнатăп. Чылай вăй питти çын ав çуралнă тăрăхрах вăй хурать, çавна май тăван хуçалăхсенчи ĕç кăтартăвĕсем лайăх. Пĕтĕмлетсе каласан «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсем ял тăрăхне аталантарнă çĕре сумлă тÿпе хываççĕ. Пĕрлĕхре – вăй. Ахальтен мар 2008 çулта хăй тытăмлăх органĕсем вырăнти социаллă пурнăçпа экономикăна мĕнле аталантарнине пĕтĕмлетнĕ хыççăн Çĕрпел ял тăрăхĕ 1500–4000 çын пурăнакан ял тăрăхĕсем хушшинче республикăра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ваттисем калани вырăнлă теççĕ. Калас пулать, аслă ăрури çынсем тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та ял малашлăхĕ уçă пултăр тесе тимлеççĕ. Николай Ванюшин, Георгий Андреев, Василий Мефодьев, Василий Романов, Валерий Ваганин сĕнÿ-канаш парса пулăшаççĕ. Вĕсен ăслă сăмахĕсем ылтăнпа пĕрех.

– Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров вырăнти власть тивĕçĕ – хресченсене тĕрев парасси тенĕ. Килти хушма хуçалăхсене аталантарассипе мĕнле ĕçлетĕр;

– Хушма хуçалăх çирĕп пулсан ял çынни тупăш ытларах илĕ, çемье бюджечĕ те ÿссех пырĕ. Малалла ăнăçлă аталанса пырас тесен халăха кредит ресурсĕсемпе усă курмалли çинчен тăтăшах ăнлантаратпăр. Ку ĕçре ял тăрăхĕн администрацийĕсенче вăй хуракан Ольга Кузьмина, Надежда Николаева тата ял депутачĕсем яваплăха туйса тимлеççĕ. Çынсем Перекет банкĕн тата Раççей ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмĕсенчен кредит илеççĕ. Тивĕçнĕ кивçен укçапа çĕнĕ хуралтăсем çĕклеççĕ, техника туянаççĕ... Михаил Тарасов фермерах илер. Çăмăллăхлă кредита тивĕçсе хуçалăха самаях аталантарчĕ: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе те тухăçлă тимлет. Ялсенче сатур ĕçлекенсем сахал мар. «Янгорчино» кооперативра хуралçăра тимлекен Владимир Павлов сыснасем йышлăн усрать, вĕлле хурчĕсем тытать. Унăн усă куракан çĕр лаптăкĕ пысăк.

– Тăван халăхăн йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пурнăçламалли ĕçĕ.

– Ырă йăла-йĕркесем – тăван халăхăн ылтăн çÿпçи. Вĕсенче чун-чĕре ăшши, ăс-тăн çирĕплĕхĕ, сăпайлăх, чăвашлăх, ваттисене сума суни яр уççăнах курăнать. Кăçал Хурăнсур Çармăс ялĕ 330 çул тултарнине анлăн уявларăмăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хăнасем килчĕç. Ял кунне тухăçлă ирттерме «Хорнзор» кооперативăн ертÿçи Федор Кузьмин, вырăнти клубăн директорĕ Михаил Кузьмин хытă тăрăшрĕç. Кÿршĕсемпе тату пурăнни аван. Çĕрпел ял тăрăхĕнче пурăнакансем волейболла, футболла выляс енĕпе час-часах турнирсем йĕркелеççĕ, тупăшма Санарпуç, Явăш, Çавалкас енчи çамрăксене те, аслăрах ăрусене те чĕнеççĕ.

Халăхра масар илемĕ – ял сăнĕ теççĕ. Çавна асра тытса эпир çут тĕнчерен уйрăлнисем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна пăхса-асăрхаса тăратпăр, тирпейлĕх кĕртме тăрăшатпăр.

– Совет халăхĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тума мĕнле хатĕрленетĕр;

– Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăр салтаксене, тылра ĕçленисене – чыс-хисеп. Çĕрпелти мухтав палăкне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме палăртнă. Кунти культура çуртĕнче вырнаçнă ÿкерчĕксен галерейинче те пурнăçламалли ĕçсем нумай.

– Калаçушăн тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика