16 сентября 2009 г.
Хăмлана халăхра «симĕс ылтăн» теççĕ. Ăна чылай çĕрте – сăра тунă, пылак çимĕçсем пĕçернĕ чух, медицинăра, промышленноçра – усă кураççĕ.
Астăватăп-ха, «пахчи-пахчи хăмла пахчи, шăрçаланса ÿсет хăмли...» тесе юрлатчĕç аслă ăрурисем хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче. Эпир те, шкулта ăс пухакансем, хăмла татма тухсан чăваш халăх юррине хамăр ăшра та пулин юрлаттăмăр. Халĕ урăхларах ÿкерчĕк. Хăмла ăстисем сахалран районта «Агрохмель» агрофирма тата «Вурнарыхмель» предприяти кăна «симĕс ылтăн» туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.
«Агрохмель» агрофирмăра кăçал хăмлана 16 гектар çитĕнтернĕ. Ăна пухса кĕртме çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче тытăннă. Хуçалăхра май пур таран ĕçе механизациленĕ. Уй-хиртен хăмла аврисене комплекса илсе килеççĕ. Кунта вĕсене «LCCH-2» комбайн «шĕкĕлчет». «Хăмлана «симĕс ылтăнпа» танлаштарни тĕрĕс, – терĕ техникăна тухăçлă ĕçлеттерекен Леонид Иванович Паньков. – Вăл – тупăш паракан çăлкуç. Ĕлĕкрех Раççейĕн мĕн пур хăмлинчен çуррине ытла Чăваш енре туса илетчĕç».
Татнă паха хăмла конвейер тăрăх сушилкăна çитет. «Симĕс ылтăнăн» ырă шăрши тавраллах сарăлать. Михаил Алексеевич Клементьев бригадир хăмла тухăçĕпе кăмăллă. «Пĕлтĕр «симĕс ылтăна» 12 тонна туса илнĕ. Халĕ 13 тонна пухса кĕртрĕмĕр ĕнтĕ. Ĕç кăтартăвĕ 15 тоннăна çитмелле», – кăмăллăн пĕлтерчĕ бригадир.
«Агрохмелĕн» продукцине Вăрмар, Çĕрпÿ енчи хăмла тирпейлекен предприятисем хапăлласах туянаççĕ. Пĕр килограмĕ – 350–400 тенкĕ. Агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлемесĕр тухăç пысăк илеймĕн. Хуçалăхра тăрăшакансем хăмла аврисене вăхăтра явăнтараççĕ, удобрени хываççĕ, ÿсен-тăрана вăхăтра им-çамлаççĕ... Хăмла виççĕмĕш çулне вăйлă тухăç пама пуçлать иккен. «Хăмлаçăсен ĕçĕ питĕ кăткăс. Çак культурăна пĕчĕк ачана пăхса ÿстернĕ пек пăхмалла. Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçне вуланă-и-ха;» – ыйтрĕ Михаил Алексеевич.
Эпĕ пуçа султăм. Бригадир Валентин Актаевпа Нина Атласкина пек хастар ĕç паттăрĕсене пурнăçра тата ытларах курма ĕмĕтленни палăрчĕ.
Паянхи кун агрофирмăра ĕç вăйĕ çителĕклĕ. Хăмла пухса кĕртес ĕçре 23 çын тăрăшать, кашниех яваплăха туять. Шалу лайăх тÿлеççĕ. Валерий Иванов каланă тăрăх, хăмла пухнă вăхăтра 20 пин тенкĕрен кая мар тухать.
Хуçалăх хăйĕн ятне тÿрре кăларать. «Симĕс ылтăн» лаптăкĕ тепĕр çул тата ÿсмелле – 20 гектар йышăнмалла. Çавна май çĕнĕ хăмла плантацийĕ пулмалли вырăнта хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Чул юпасем алтса лартма «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă обществăри Дмитрий Кузьмин механизатора чĕннĕ.
Паллах, «Агрохмель» хуçалăх тилхепине Борис Николаевич Семенов çирĕп тытса пыни куç умĕнчех. Агрофирма выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсенче ăнăçлă ĕçлет.