Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔЛЕ ХАТĔР–И

16 сентября 2009 г.

Ĕнер районта Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекторĕ В.Ильин пулнă. Вăл пурăнмалли çурт-йĕр комплексне тата социаллă сфера объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленипе тата тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе паллашнă.

Владимир Ильичăн ĕçлĕ çÿревĕ район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр пайĕнче пуçланнă.

– Пурăнмалли çурт-йĕр тата социаллă сфера объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессине тĕрĕслесси Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе пулса пырать. Районтан хĕле хатĕрленни пирки кашни эрнерех информаци килсе тăрать, анчах та пурăнмалли çурт-йĕр хатĕрлĕхĕ пирки хальлĕхе паспортсем çук-ха,– пĕлтернĕ патшалăх инспекторĕ.

В.Ильин çавăн пекех районта май уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен те тĕплĕ юсавпа нумай хваттерлĕ пĕр çурта та комиссипе йышăнманнишĕн кăмăлсăрланнă. Хăй вăл юсав иртекен çуртсенче çу тăршшĕнче темиçе те пулнă, ĕçсемпе паллашсах тăнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вăл хăш-пĕрисенче юсав ĕçĕсене маларах та вĕçлеме май пулнине палăртнă.

Владимир Ильич çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕн объекчĕсенче, котельнăйсенче пулса хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнипе кăсăкланнă, документсене тишкернĕ. Çак тĕрĕслев район прокуратурин представителĕ Павел Кокорев хутшăннипе иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика