Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх кирлĕ

05 сентября 2009 г.

Районта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 31-мĕшĕччен «Трактор» операци иртнĕ. Çак тапхăрта тĕрĕслев комиссийĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче те, килти хушма хуçалăхсенче те пулнă.

Хальхи вăхăтра уйрăм çынсем килти ĕçсене пурнăçлама техника туянма тăрăшаççĕ. Акă районта паянхи кун тĕлне 720 трактор регистрациленĕ, çав шутран 367-шĕ – харпăрçăсен. «Çул çинче инкек-синкек ан пултăр тесен хурçă ут хуçин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, техникине юсавлă тытмалла», – терĕ патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инженер-инспекторĕ И.Тимофеев.

«Трактор» операци пынă чух рейдра шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн представителĕ С.Семенов та пулнă. Хăй тĕллĕн çÿрекен 19 машинăн водителĕ йĕркене пăсман. Çапах та çул-йĕр требованийĕсене пăхăнман тĕслĕхсем те çырăннă. Акă Аçăмçырми ял тăрăхĕнчи пĕр харпăрçă ачасене прицеп тăррине лартса çĕр улми кăларма илсе кайнă. Кăмпалти водительшĕн вара удостоверени-документсене пĕрле илсе çÿресси пит «йывăр» ĕç пулас. ГИБДД сотрудникĕн протокол çырма тивнĕ.

Яш-кĕрĕме ĕçе хăнăхтарни лайăх. Анчах аслисен яваплăха туйни те кирлĕ. Акă Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен «Гвардеец» агрофирмăна пулăшма килнĕ практикантсем хăйсен мастерĕсĕр трактор рулĕ умне ларнă. Паллах, вăхăтлăх ĕçлеме ирĕк паракан документ те пулман.

Пĕрлехи рейда патшалăх техника асăрхавĕн Красноармейски районĕнчи аслă инспекторĕ Ю.Агатьев та хутшăннă. Тĕрĕслев ушкăнĕ Ершепуç, Шĕнер Ишек, Калинино ял тăрăхĕсенче пулнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсем – тракторист-машинист удостоверенийĕсене, машинăсен, прицепсен регистраци докуменчĕсене, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине ĕнентерекен талон-допусксене пĕрле илсе çÿременни, çынсене прицеп тăррине лартни. Йĕркене пăснăшăн 6 протокол çырнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика