Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем пуçарнипе

05 сентября 2009 г.

Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă ачасем вырăнти культура çуртĕнче йĕркеленĕ рок-концерт чылай ялти халăха пуçтарнă. «Цезарь» ушкăнăн отчетлă концертне виççĕмĕш çул итлеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Кăçал ăна Раççейри Çамрăксен çулталăкне халалланă.

Ку хутĕнче рок-музыкантсен уявĕнче хăнасем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă: Красноармейски салинчи «Отражение снов» ушкăн, Калининăри Алексей Волков тата Шупашкарти Валерий Артемьев солистсем.

«Цезарь» кăçалхи репертуара паллă композицисене кăна мар, хăйсем çырнă юрăсене те кĕртнĕ. Ушкăна пултаруллă çамрăксем – Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Юрий Ананьевпа (вокал, гитара) Евгений Ефимов (çапса вылякан), Мускаври строительство университечĕн студенчĕ Федор Виноходов (бас-гитара), Чулхулари техника университечĕн студенчĕ Виталий Ананьев (вокал, гитара) – пĕрлешнĕ. Вĕрентекенсем, ял çыннисем вĕсемпе тивĕçлипех мухтанаççĕ, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх пама пултарнăшăн, тĕрлĕ хуласенче вĕренеççĕ пулин те çакнашкал концертсене тăван кĕтесре йĕркелеме пултарнăшăн савăнаççĕ, тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика