05 сентября 2009 г.
Леонид Петрович Елизарова район çыннисем пултаруллă пуçлăх пулнипе, халăх хуçалăх объекчĕсене аталантарассине сумлă тÿпе хывнипе аван пĕлеççĕ. Вăл ертсе пыракан «Сельхозэнерго» тулли мар яваплă общество паян хамăр патра кăна мар, ытти районсенче те чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Кунта, паллах, хуçан çирĕп аллипе коллективăн иксĕлми вăй-халĕ, шаннă ĕçе тимлĕ те тĕплĕ, чыслă пурнăçлани хывăннă.
Леонид Петровичăн пĕтĕм пурнăçĕ – ĕç вĕревĕ. Çурма тăлăх ÿснĕрен, ун «ытамĕнче» ачаллах пиçĕхнĕ вăл, юратнă амăшне пĕтĕм енчен тĕрек пуласса пĕчĕклех ĕнентернĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Авруй каччи Калининăри СПТУна çул тытнă. Хăй вăхăтĕнчи ытти çамрăк пекех чи илĕртÿллĕ те кăсăклă специальноçсенчен пĕрне – электрик профессине – суйласа илнĕ. Диплом илнĕ хыççăнах – ĕçе. Училищĕре тимлесе вĕреннине 50-мĕш Чăвашмехколоннăра хĕрÿ ĕçре «пиллĕклĕх» кăтартнă. Леонид Петрович ăста специалистсемпе тан чăваш ялĕсене, ытларах Йĕпреç районĕнче, çутатас ĕçе пĕтĕм вăй-халне хывнă. Унăн пултарулăхне, ал ларнине ертÿçĕсем пĕрре мар палăртнă.
Малашнехи ĕç çулĕ унăн тăван Вăрнар районĕнче выртнă. Вăл поселокра вырнаçнă Çĕмĕрлери районсем хушшинчи электричество сечĕсенче электрик ĕçне кÿлĕннĕ. Нумаях та вăхăт иртмен, ăна участок мастерне çирĕплетнĕ. Çак тапхăртах Леонид Петрович Вăрнарти вăтам каçхи шкулта пĕлÿ пухнă.
Электричество сечĕсен хальхи çурчĕсене, кантурне, гаражсене çĕкленĕ çĕрте Леонид Петровичăн тÿпи те сумлă. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах тата тимĕр-бетон юпасем ларттарса çĕнĕ линисем мĕн чухлĕ туртман-ши;
Кăштахран ĕçе каллех вĕренÿпе çыхăнтарма тивнĕ. Леонид Петрович Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче выльăх-чĕрлĕх фермисене электрификацилес тата механизацилес енĕпе ĕçлекен специалистсем хатĕрлекен уйрăма пĕтернĕ. Районти тĕп больницăра электрикра, хыççăн электричество оборудованийĕсене юсакан медтехникра тимлеме тытăннă.
Халĕ çирĕм пилĕк çул ытла ĕнтĕ Леонид Петрович республикипех паллă Вăрнарти «Сельхозэнерго» организацире тимлет. Аслă мастертан пуçланă, тĕп инженера çитнĕ, 1992 çултанпа вара – организаци пуçĕнче. Леонид Петровича директора лартнă çулсем шăпах та хăватлă çĕршыв арканнă тапхăрпа пĕр килнĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак вăхăт уйрăмах ял хуçалăхне вирлĕн ишнĕ. Çакна пулах ĕнтĕ, районти колхозсемпе совхозсем чухăна тухса пĕтнĕрен, «Сельхозэнерго» та чутах панкрут çырмине чăмман. Чылай пуçлăх хăйĕн предприятине ун авăрĕнчен çăлайман. Л.Елизаров вара хăй ертсе пыракан организацие сыхласа хăварма пултарнах. Паллах, çăмăл килмен. Парăмсем çăмхалансах пынă, ĕç шыраса ют районсене чылай çитме тивнĕ. Район влаçĕ пулăшу алли тăсман пулсан, тен, Вăрнарти «Сельхозэнерго» та ытти районсенчи пек путланнă пулĕччĕ-ши;
Леонид Петрович Елизаров ертсе пыракан «Сельхозэнерго» халĕ – лайăх аталаннă, ырă тĕслĕх кăтартакан обществăсен йышĕнче. Вăл электромонтаж ĕçĕсем тăвассипе, электрооборудование вырнаçтарса хута ярассипе тата пăхса-асăрхаса тăрассипе, проектпа смета документацийĕсем хатĕрлессипе, пушар сигнализацийĕ монтажласа ăна пăхса тăрассипе, электропроводкăна тĕрĕслесси-виçессипе тимлет.
Ку организаци энергетикĕсене тĕрлĕ объектсем шанни те вĕсен ырă ятне çирĕплетет. Пăрачкаври спорткомплекса, 74 хваттерлĕ пилĕк хутлă çурта, Етĕрне районĕнчи 264 ача вĕренмелли шкула хута ярассине тÿпе хывнă. Районти çĕнĕ строительство объекчĕсене элекрификацилессипе те Л.Елизаров ертсе пыракан коллектив тимлет. Паян энергетиксем акă 40 хваттерлĕ çурт объектĕнче вăй хураççĕ. Çавăн пекех ача сачĕсене, шкулсене, тĕп больницăна пăхса-асăрхаса тăраççĕ.
Леонид Петровичăн хăйĕн юбилейĕнче, паян вăл 60 çул тултарать, кун-çулĕшĕн хĕрелме тивмест. Район, республика инфраструктурипе экономикин аталанăвĕнче унăн тÿпи çав тери пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна темиçе çул каялла ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланăччĕ.
Леонид Петрович мăшăрĕпе хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ, халĕ икĕ мăнукĕпе куç тулли савăнаççĕ.