Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космос паттăрне халалланă

05 сентября 2009 г.

Хăйĕн ывăл-хĕрне çăлтăрсем патне ăсатнă халăхсемшĕн, уйрăмах – вырăспа чăвашшăн, кăçалхи çул икĕ пулăмпа палăрса юлать: космоса пуçласа çул хывнă Юрий Гагарин çуралнăранпа пуш уйăхĕнче 75 çул, авăн уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче Чăваш Улăпĕ çут тĕнчене килнĕренпе 80 çул çитрĕ.

Космос паттăрĕсен кунĕ тĕлне Раççей почти пире пысăк парне кÿчĕ – Шуршăлти Космонавтика музейне сăнланă конверт пичетлесе кăларчĕ. Çавăн пекех Раççей почтин Чăваш енри филиалĕ ятарлă штемпель хатĕрлерĕ, ăна Андриян Григорьевич çуралнă ялти музее пачĕ.

Тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕн 80 çулхи юбилейне халалласа çĕршыври почта ведомстви виçĕ тĕрлĕ конверт хатĕрлеме йышăннăччĕ. Пĕрремĕшĕ çинчен вулакан пĕлет ĕнтĕ. Хальтерех иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕ – Андриян Григорьевич сăнĕллĕ тата Шуршăлти мемориал комплексĕнчи часавай ÿкерчĕкĕллĕ конвертсем çыхăну уйрăмĕсене саланчĕç. Ашшĕн сăн ÿкерчĕкне çыхăну ĕçченĕсене хĕрĕ, Елена Андрияновна, сĕннĕ.

Сăмах май, çĕршыври виççĕмĕш космонавт портречĕллĕ тата космос темипе хатĕрленĕ конвертсемпе открыткăсем унччен те нумай пичетленнĕ. Космонавтика музейĕнче çак кунсенче тĕнче уçлăхне тĕпчес темăпа уçăлнă куравра 60 конвертпа паллашма пулать. Вĕсенчен чи пирвайхи 1962 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Андриян Григорьевичăн пĕрремĕш вĕçевĕ вăхăтĕнче, 500 пин экземплярпа тухнăччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика