02 сентября 2009 г.
Тунтикун депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче, тĕпрен илсен, район бюджетне хăш-пĕр статьясемпе тата программăсемпе улшăнусем кĕртессине пăхса тухма палăртнă.
Пĕрремĕш ыйтупа – район бюджетне кĕртме палăртнă улшăнусем çинчен – район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Л.Анисимова тухса калаçрĕ. Вĕрентÿ тытăмĕнче тимлекенсен ĕç тÿлевĕ çинчен калакан положенире улшăнусем пулнă май, вĕсемпе вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов паллаштарчĕ. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелессипе, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе йышăннă программăри улшăнусемпе çыхăннă. Вĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов уçса пачĕ.
Ял хуçалăхĕнче çивĕч ыйтусем паян сахал мар. Вĕсенчен пĕри, чи пĕлтерĕшли – хаксем. Тырă, сĕт йÿнĕ пулни пĕтĕм аталанăва путлантарать. Акă, ял хуçалăх предприятийĕсенче те, фермер хуçалăхĕсенче те çăвĕпе ĕçлесе туса илнĕ тырă выртать, никама та кирлĕ мар тейĕн. Тырă йышăнакан предприятире упранăшăн вара ытла та пысăк укçа тÿлеме тивет. Апла пулсан тырпул туса илни хуçалăха путарать кăна пулĕ – çакнашкал шухăш палăрчĕ А.Игнатьев фермерăн, чăн-чăн çĕр ĕçченĕн, сăмахĕсенче. Çĕр çинче пĕтĕм чун хавалĕпе ĕçлекенскере çак ыйту калама çук пăшăрхантарать. Ăна татса парассипе тĕрĕс йышăну тумаллах терĕ вăл. Район пуçлăхĕ А.Кузьмин та çакăнпа килĕшрĕ, кăткăс ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе депутатсен районти Пухăвĕ ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çырупа тухма сĕнчĕ. Кунсăр пуçне пухăвăн черетлĕ ларăвне хутшăнма тата депутатсен ыйтăвĕсене хуравлама Патшалăх Канашĕн председательне М.Михайловские, ял хуçалăх министрне М.Игнатьева чĕнме палăртрĕç.