Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх уçă пуласса шанаççĕ

02 сентября 2009 г.

Тавракурăма аталантармасăр, мал опытпа паллашмасăр ăнăçлă ĕçлесе пыма çук пулĕ. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче семинар-канашлусем тăтăшах йĕркелеме тăрăшать. Анчах та юлашки вăхăтра хăш-пĕр предприятисен («Знамя», «МТС», «Родник»...) ертÿçисем, специалисчĕсем те унта çÿреме пăрахрĕç. Нивушлĕ çĕннине пĕлес, ытти аграрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас килмест; Акă, сăмахран, «Броневик» кооператив малта пыракан хуçалăх мар пулин те, кунта иртнĕ эрнекун семинар-канашлăва килнисем хăмăшсенчен тĕслĕх илмелли пуррине палăртрĕç.

Ял хуçалăхĕнче ÿсĕмсем тума çăмăл мар. «Броневик» кооператив пĕрех тăвалла талпăнать. Владислав Репин ертÿçĕ выльăх-чĕрлĕхе кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра куçарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ семинара пухăннисене хуçалăхăн ÿсĕмĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, çитменлĕхсене те пытармарĕ.

Кăçал хуçалăхра тĕш тырăсем иртнĕ çулхинчен ăнса çитĕннĕ – гектартан вăтамран 25 центнер пухса илнĕ. Çĕр улми тухăçĕ те япăх мар – 200 центнер. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах – кăçалхи çичĕ уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 40,3 центнер аш, 425 центнер сĕт туса илнĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк. Владислав Иванович каланă тăрăх, тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – выльăхсем валли апат ытлăн-çитлĕн хатĕрлесси. Пĕлтĕр ав Элĕк районĕнчи «Алмаз» хуçалăхран тата хамăр тăрăхри «Фавн» агрофирмăран утă-силос кÿрсе килме тивнĕ. «Пĕр условнăй выльăх пуçне 24-25 центнер апат единици хатĕрлетпĕрех, – пĕлтерчĕ кооператив тилхепине тытса пыракан. – Пĕтĕмпе мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 533 пуç». Хуçалăхра утта пресласа урасене хывнă. Вĕçсĕр-хĕрсĕр вакунсене асилтереççĕ вĕсем. «Апат çителĕклĕ пулсан ĕне выльăха хĕл лайăх каçарма пулĕ», – терĕ тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван хуçалăхра дояркăра вăй хунă Ираида Семенова.

Семинара хутшăннисем Хăмăшри сĕт-çу ферминче те пулчĕç. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмесĕр аталану çулĕпе пыма май çук. Хуçалăх «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне хутшăнса тăватă миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредита тивĕçнĕ. Çав суммăпа сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă, фермăра реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хĕле хатĕрленсе витесене йăлтах дезинфекциленĕ, шуратнă. Паллах, юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе тата тимлемелле-ха: кантăкĕсем те, алăкĕсем те хăйсен черетне кĕтеççĕ. Хуçалăхра малашлăха пăхса тимлеççĕ. Ферма çумĕнчех акă ĕнесене çуллахи вăхăтра сумалли агрегата хута ямалла. Ку тĕлĕшпе ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Кĕтĕве çĕнетме кашни çул 20–25 ăратлă выльăх туянма палăртнă. Пĕтĕмлетсе каласан, ял çынни хура тар тăкасран хăрамасть. Хресчен ĕçне хаклама пĕлни кăна кирлĕ. Ытти хуçалăх ертÿçи пекех Владислав Иванович тырă, сĕт хакĕ йÿнĕ пулнипе кăмăлсăр. Капла ял хуçалăх предприятине мĕнле аталантармалла; «Сĕте 6 тенкĕ те 50 пуспа туянаççĕ. Продукци хакне 13–14 тенке çитерсен мĕнпур хуçалăх сывласа ярĕччĕ, вара сатуртарах ĕçлес кăмăл та çуралĕ», – чун ыратăвне пытармасть ертÿçĕ. Электроэнерги, çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕ ÿссе пырать. Çавна кура хăмăшсем хĕл ларичченех улăма ферма çывăхне илсе килесшĕн.

Хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем – хуçалăх мăнаçлăхĕ. Паянхи кун кооперативра 67 çын тимлет, çав шутран 25-шĕ – фермăра. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем уйăхсерен çичĕ пин тенкĕрен кая илмеççĕ. Владислав Репин каланă тăрăх, хăшĕ-пĕрисем икĕ норма та тултарма мехел çитереççĕ. Шел те, наянсем те çук мар. Çав-çавах ĕç дисциплинине пăсакансем тупăнаççĕ.

Кооперативра машинăпа трактор паркне пуянлатасси – пысăк тимлĕхре. Хальлĕхе хăватлă техника туянма хуçалăхăн вăйĕ çитмест-ха. Паллах, хăмăшсем ял хуçалăх рынокĕнче лару-тăру улшăнсан, хресчен ĕçне тивĕçлĕ хак пама тытăнсан çутă ĕмĕтсем туласса шанаççĕ.

Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пыни çинчен райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов каласа пачĕ. Сакăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене илсен вăрнарсем республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ.

Семинарта выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Николай Тихонов та сăмах илчĕ. Вăл ветспециалистсене, ферма заведующийĕсене выльăхсене вакцинаци тăвассипе тимлĕрех ĕçлеме ыйтрĕ.

Пахалăхлă апат пур-тăк выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци уйрăмĕн заведующийĕ Елена Анисимова каланă тăрăх, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ, «Юнтапа» кооперативсенче тата хăш-пĕр хуçалăхсенче утă I-мĕш класа ларнă. “Родник» агрофирмăра вара выльăх апачĕн пахалăхĕ япăхрах.

Хĕл лариччен утарсенче хатĕрленÿ ĕçĕсене мĕнле ирттересси çинчен Вăрнар районĕн тĕп зоотехник-утарçи Иван Федоров тухса калаçрĕ.

Сĕтеклĕ апат хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов аграрлă предприятисенче вăй хуракансене кукуруза, выльăх кăшманĕ çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Семинар-канашлăва ирттерме пулăшнăшăн Владислав Репина тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика