Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЫЛАЙ ЭС УЛШĂНТĂН ИККЕН...

02 сентября 2009 г.

Салам сана, вăрманлă Çарăклă! Кăштах эс улшăннă иккен. Иртет иккен çунатлă çамрăклăх Сисмесĕр, хăвăрт, сиккипен...

Çапла çырнăччĕ Çарăклăпа (çуралнă çĕрĕ-шывĕ) Вăрнар тăрăхĕн юрăçи Григорий Илепер поэт. Улшăннă çав поселок. Кăштах анчах мар. Çыннисем те улшăннă. Юбилее пуçтарăннисем – ытларахăшĕ ватăсем.

Праçнике чунпа, вăй хурса хатĕрленĕ. Çарăклăпа, унăн çыннисемпе паллаштаракан стендсем маçтăрланă. Ветерансемшĕн, паллах, тĕл пулни, чуна уçса калаçни, астуни, иртнине, юлташсене асилни паха. Юбилее «80»па палăртнă. Анчах Вăрнар районĕн энциклопедийĕнче никĕс хывăннă çула 1921-мĕшпе кăтартнă. «Çарăклă улăхĕнче» малтан В.Р.Зайцев пурăннă. 1928 çултанпа – поселок, Чаркли разъезчĕ. Вăтăрмĕш çулсенче индустри çулĕ çине çирĕппĕн тăнă Совет Союзне йывăç материал вĕçĕмсĕр нумай кирлĕ пулнă, çĕршыв хăйĕн пĕтĕм анлăшĕпе стройплощадкăна асилтернĕ. Вăрнарта леспромхоз ĕçлеме тытăннă, сĕм вăрманлă Çарăклăра унăн цехĕсене йĕркеленĕ. 1929 çултанпа унта вăрман касса йывăç материалсем хатĕрлесси вăйлă аталаннă. Поселокра малтанхи рабочисем çĕр пÿртсенче пурăннă пулсан, кĕçех хăтлă бараксем ÿссе ларнă, пекарня, столовăй, ача-пăча сачĕ, шкул, клуб, библиотека, почта, фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă, магазинсем, çăнăх арманĕ ĕçленĕ. Анна Дмитриевна Павлова астунă тăрăх, ĕçлеме, пурăнма, канма, вăй-хала çирĕплетме, ăс-хакăла аталантарма условисем аван пулнă. «Вăрçă çулĕсенче хĕрарăмсене йывăр лекрĕ, – тет Мария Ивановна Кондратюк. – Вакунсем çине метр хулăнăш, виçĕ метр тăршшĕ кĕрешсем тиеттĕмĕр. Эвакуаципе Чăваш ене янисем нумайăнччĕ, пĕри те килте ларман...» Энциклопедирен: «Вăрçă вăхăтĕнче çуллен 180 пин кубла метр йывăç тиесе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатнă. 1928–1981 ç.ç. пурĕ виçĕ миллион ытла кубла метр хатĕрленĕ».

Пăртас ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Дмитриевич Петров, мĕнпур пухăннисене тав туса, ĕçпе вăрçă паттăрĕсене ятран асилчĕ. Çав шутра: Мухтав орденĕсен кавалерĕ Давыд Петрович Петров, Мухтав орденĕн кавалерĕ Василий Емельянович Емельянов, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе Аслă вăрçă орденĕн икĕ хут кавалерĕ Яков Петрович Петров, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн икĕ хут кавалерĕсем – Дмитрий Семенович Белов, Михаил Ермолаевич Ермолаев, Василий Иванович Верховцев, Николай Захарович Захаров, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Георгий Васильевич Зайцев... «Çитмĕлмĕш çулсенче Тĕп телекуравра «Подвиг» ярăмпа пĕр тăван Зайцевсен (Всеволод, Валентин, Георгий тата Леонид) танк экипажĕ çинчен темиçе хутчен кăтартнă хыççăн вĕсен мухтавлă ячĕ пĕтĕм Совет Союзĕпе сарăлнăччĕ. Сталинградшăн çапăçнă Петр Константинович Константинов пурăнать-ха, уява орденĕпе тухрĕ. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медальпе наградăланă Николай Иванович Быковский, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, çитĕнекен çамрăк ăрушăн шкулта хытă тăрăшрĕ...»

– Поселенире кăçал урамри çулсене юсарăмăр, – терĕ Геннадий Дмитриевич, – çав шутра 3650 погонлă метртан тăватçĕрĕшне Çарăклăра йĕркене кĕртнĕ. Çитес çул кунта Вăрманçăсен урамĕнчен пуçласа Шкул тăкăрлăкĕ урлă переезда çитичченхи çула юсатпăр.

1957 – 1961 çулсенче вăрман пункчĕ талăкĕпех ĕçленĕ. 50 машинăпа талăкра 500 кубла метр йывăç илсе тухнă. Нăйкăшакан курăнман. Ĕçри çын чи хисеплĕ çын шутланнă. Паттăрсене чыслăн палăртма пĕлнĕ. Пурнăç кĕрнекне туйнисем илемлĕ çĕнĕ пÿртсем хăпартса лартнă. Цехсенче ĕçе механизацилесе пынă. Ал пăчки тахçанах пăрахăçа тухнă.

Хăватлă тракторсем, ЗИС-150 автомашинăсем кĕрленĕ. Шел, Горбачев «перестройки» производствăна, унпа пĕрле инфраструктурăна та путлантарчĕ. 25 çул почта уйрăмĕн начальникĕ пулнă Мария Васильевна Кошмарова иртнине мухтанса та, хурланса та асилчĕ. Поселокри çынсен, ачасен сывлăхĕшĕн хытă тăрăшнă медработниксене – Федосия Семеновна Малована, Александра Алексеевна Зайцевана, Мария Федоровна Иванована нихăçан та манмăпăр тесе калаçрĕç.

Уява савăнăçлă, илемлĕ ирттерме чылаййăн ĕçленĕ. Вячеслав Платонович Кудряшов юбилей эмблемине Çарăклă символĕсемпе капăрлатнă. Культура ĕçченĕсем концерт хатĕрленĕ (пуçаруçисем – Георгий Николаевич Афанасьев, Альбина Петровна Спиридонова, Любовь Витальевна Николаева). Анатолий Иванович Юдин музыкçă Вăрнартан ырми-канми килсе çÿренĕ. Районтан «Тивлет» юрăпа ташă халăх ансамблĕ килсе çитнĕ (руководителĕ – Алина Евдокимова хормейстер, балетмейстерĕ – Галина Виноградова). ЧР тава тивĕçлĕ культура çурчĕ Галина Скворцова савăнтарчĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те кăмăла кайрĕç (организаторĕсем – Виктор Спиридонов, Валерий Белов).

Пылак сăра та, тутлă шÿрпе те, праçник салачĕ те пулчĕ (Галина Михайлова, Елена Максимова, ыттисем). Уява ирттерме пулăшнăшăн çарăклăсем спонсорсене–ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир Васильевич Свешникова, Вăрнар райпо канашĕн председательне Владимир Николаевич Федорова – чĕререн тав тăваççĕ. Вăрнартан чĕннĕ Петр Михайлов çарăклăсен юбилейлă уявне ĕмĕр асăнмалăх кино ÿкерсе юлчĕ.

Юлашкинчен, çапах та, катари хăнасен тунсăхне асăрхарăм:

Сыв пул, сыв пул, вăрманлă Çарăклă,

Чылай эс улшăннă иккен...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика