Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар поселокĕ – чи илемли, чи хăтли

02 сентября 2009 г.

 Республикăри ял-хуласене симĕслентерессипе, хăтлăх кĕртессипе çыхăннă смотр-конкурса иртнĕ эрнере ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕнче пĕтĕмлетнĕ. Хула округĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкар йышăннă, хула тата ял поселенийĕсен ушкăнĕнче вара Вăрнар поселокĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Сăмах май, ку конкурсăн пĕлтерĕшĕпе сумĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал комиссин 19 хулапа районтан килнĕ 49 заявкăна пăхса тухма тивнĕ. Вĕсем илемлĕ альбомсене хакланă кăна мар, вырăна тухса ÿкерчĕксем чăннипе пĕр килнине те тĕрĕсленĕ. Комисси Вăрнарта юлашки çулсенче социаллă сферăна – шкулсене, ача-пăча учрежденийĕсене, ача-пăча площадкисене юсаса хăтлăх кĕртессине – пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Ку территорисенче тирпейлĕ газонсем йĕркеленĕ, йывăç-тĕм лартнă, клумбăсенче çу тăршшĕпех хÿхĕм чечексем ешереççĕ. Вĕсене илемлĕ карталаса çавăрнă, саксем вырнаçтарнă.

Чăн та, юлашки çулсенче Вăрнарăн сăн-сăпачĕ чылай улшăнчĕ, татах та капăрланчĕ. Кивĕ бараксемпе çĕрĕшнĕ çуртсенчен çынсем хăтлă хваттерсене куçрĕç. Илемпе киленсе уçăлса çÿреме, канма ятарлă вырăнсем пур. Вăрнарти чукун çул вокзалĕ те хăнасене капăр «тум-тирпе» кĕтсе илет, поселок варринчи «Арбат» та ватти-вĕттине кунта канма йыхравлать. Ача-пăча площадкинчен пĕчĕк шăпăрлансен сасси татăлмасть, çамрăк амăшĕсем те пĕчĕк пепкесемпе уçăлса çÿреме çак вырăна кăмăлларĕç.

Нумаях пулмасть Вăрнарта тепĕр çĕнĕ çурт хута кайрĕ. Мăшăрлану керменне, Вăрнар хула поселенийĕн администрацине, аш-какай комбиначĕн лавккине йышăннăскер – поселокра чи илемлисенчен пĕри.

Ку конкурс çĕнтерÿçисем республикăн Министрсен Кабинечĕн Дипломне тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах тĕп пĕлтерĕшĕ – газонсемпе клумбăсем кĕркуннечченех ешерĕç, район çыннисене савăнтарĕç, тавраллах тасалăх, хăтлăх хуçаланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика