02 сентября 2009 г.
Ĕнер ачалăхри чи çутă уява – Пĕлÿ кунне – паллă турăмăр. Районти çуллахи вăхăтра илемленнĕ-хăтлăланнă вĕрентÿ учрежденийĕсем 4550 ытла ачана йышăнчĕç. 420 ача вара пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларчĕ.
Ытти çулхи пекех район администрацийĕн пай ертÿçисемпе специалисчĕсем кашни шкулта пулса çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тĕнчине ăнăçлă çул сунчĕç. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта пулса саламларĕ.
Паянхи пурнăçра пĕлĕвĕн пĕлтерĕшĕ те, хаклăхĕ те ÿсрĕ. Çамрăкла илнĕ ăс-тăн шăпах малашнехи пурнăç, çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсен никĕсĕ пулса тăрать, вăл – шанчăклăх, ăнăçу çăлкуçĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта иртнĕ Пĕлÿ кунĕн уявĕнче çак шухăш кашни тухса калаканăн сăмахĕнчех янăрарĕ. Маргарита Матвеева директор кăçалхи вĕренÿ çулĕнче уйрăмах тăрăшса тимлемеллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен вăл паллă пулăмсен – 2010 çул Раççейре Учитель çулталăкĕ пулнипе, тăван шкул 90 çул тата хăйсене хÿтте илнĕ хутăш препаратсен завочĕ 80 тултарнипе – йĕркипе иртĕ. Шкул Шупашкарти кооператив институчĕн представителĕнчен Николай Толстовран диплома тивĕçрĕ. Пуçаруллă тимлекенсене, чи лайăх вĕренекенсене, конкурс-олимпиада çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Пĕлÿ тĕнчин черетлĕ çулĕ уçăлнă ятпа педагогсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене çавăн пекех Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов, хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн ертÿçи Евгений Захаров, вĕрентÿ ветеранĕ Владимир Александров, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Николай Игонин саламларĕç.