Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çемйи чăвашах çитĕнтертĕр

26 августа 2009 г.

Паянхи лару-тăрăва илес пулсассăн, чăвашсен йышĕ чаксах пырать. Пĕтĕмĕшле пăхсан, чăвашсен кăна мар, Раççейре пурăнакан ытти вак халăхсен те. Хăшĕ-пĕри çакна асăрхамасть е вуçех пĕлмест, пĕлекенни вара шăпрах тăма кăмăл тăвать. Мĕн тăвас тен, йăваш чăваш...

Тĕрĕссипе, эпир хускатнă ыйту паян çеç çуралман. Ĕлĕкех пулнă вăл. Кун çинчен пире Гурий Комиссаров-Вантерăн «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши;» ятлă статйи те çирĕплетсе калать. Ăна вуласан тĕлĕнетĕн: XX ĕмĕр пуçламăшĕнче мар, тинтерех çырнă пулĕ ку ĕçе; Питĕ тарăн та пĕлтерĕшлĕ, кивелми шухăшсем палăртнă чăвашсен паллă историкĕ, тăван халăх культурине тишкерекенĕ. Чăваш пĕтессине кăтартакан хăрушă паллăсен шутне вăл çаксене кĕртнĕ:

хастарлă ашшĕ-амăшĕ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни;

эрех-сăра ĕçме, чĕлĕм туртма юратни;

начар кĕлетке;

сывлăх чакни;

ухмах çурални;

ача çуралманни (хунавсăр чăвашсем);

харпăр хăйне вĕлерни;

урăх халăхсемпе хутăшса кайни;

чăвашăн хăй ăсĕпе тунă ырлăхсем (культура) çукки.

Пĕр пункчĕпе те килĕшмесĕр май çук. Кашнин пиркиех темĕн чухлĕ калаçма пулать. Анчах тĕп сăлтавĕсем виççĕ: 1) пĕтĕмĕшле алкоголизаци; 2) ача çуратманни; 3) тăван чĕлхене хисеплеменни.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, кашни çын пуçне çулталăкра 8 литр эрех-сăра тивсен ку наци вилĕмĕ патне илсе çитерме пултарать. Пирĕн Раççейре вара 12–13 литртан та иртет çак паллă виçе. Мĕн çинчен пĕлтерет-ши асăннă статистика; Çапла, савăнмалли сахалтарах. Анăç «культурин» витĕмĕпе кăмăл-сипет нормисем хавшаса пыраççĕ, нумай пулмасть килпетсĕр тенĕ япалана «йĕрке» пек йышăнаççĕ. Ыйтăм ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă: 18 çула çитмен çамрăксем хушшинче 92 проценчĕ 15 çула çитичченех тутанса пăхнă «хаяррине». Кашни виççĕмĕш – 10 çултах. Ăс-тăнĕпе психики йĕркеленсе çитмен «пурнăç чечекĕсем» пур информацие те хăвăрт йышăнаççĕ. Уйрăмах сиенлисене. Мĕншĕн тесессĕн сиенли яланах ансат. Кăткăссисемпе пуçа ватас килмест вĕсен. Çакна шута илеççĕ те суту-илÿ енче ĕçлекенсем. Эрех-сăра, сывлăхшăн сиенлĕ шĕвексемпе сĕткенсем, пирус тата ытти килпетсĕр япаласене рекламăлакан роликсем илĕртÿллĕ, тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа, сăрапа ялкăшаççĕ, кĕскен те витĕмлĕн каланă путсĕр сăмахсем самантрах пуçа вырнаçса юлаççĕ. Астивсе, тутанса пăхас туйăм çуралать тÿрех. Уйрăм çын инкекĕ кăна мар вăл, пĕтĕм халăх хуйхи. Эрех-сăрапа минренĕ çамрăка тек нимĕн те кирлĕ мар. Унăн характерĕ çирĕпленсе çитеймесĕрех пăсăлас енне сулăнать. Ăнсăртран пулаççĕ-ши çакăн евĕрлĕ улшăнусем; Çук, паллах. Таврара, çемьере мĕн хуçаланнине сăнаса çавна вĕренет ача. Çакăнтан килет малашне лайăх е усал çитĕнесси. Ырă пуçарусемпе аталанăва çемьерен пуçламалла. Çемье – никĕсре.

Тăван-пĕтенсене палламасан, кил-йышшăн хаклă, пĕлтерĕшлĕ япаласене пуçтармасан, вĕсене упраса йăхран-йăха памасан питех те япăх. Аслашшĕ-асламăшĕ хăш йăхран, мĕн ĕçлесе пурăннине кашни ачанах пĕлмелле. Ку тăванлăх туйăмне аванрах палăртма пулăшать, чăваш йăхне малалла тăсма, йышлăлатма хавхалантарать.

Чăваш çемйи яланах йышлă та туслă пулнă. Пĕр çуртрах ват аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисем пурăннă. Килтен уйрăлса тухакансем – питĕ сахал. Арçыннăн йывăç лартмалла, çурт çĕклемелле, ача çитĕнтермелле – çакăнта чăваш халăхĕн мĕнпур философийĕ. Çут тĕнчене килекен кашни ачана Турă парни вырăнне хунă. Никамăн та пепкене çураличченех вĕлерес, планласа çуратас текен шухăш пулман. Халĕ – пачах урăхла ÿкерчĕк. Ытти халăхсен витĕмĕпе чăвашсем те çак серепене çакланчĕç. Ача çуралмасан, çĕнĕ ăру çитĕнсех пымасан наци пĕтес хăрушлăх тухса тăрать. Тепĕр ен те палăртмалла кунта. Ача шучĕ пулни халăх пĕтмест тенине пĕлтермест-ха. Чăвашранах вырăс «çитĕнсен» мĕнле пуласлăх; Харпăр хăй чĕлхине хисеплеменни илсе пырать те вилĕм патне. «Ху чĕлхÿне ан хурла!..» – тесе ят панă Ç.Элкер 1917 çулта «Хыпарта» пичетленнĕ пĕр статйине. Унта вăл çапла çырнă: «Кам хăй чĕлхине юратмасăр унтан йĕрĕнсе тăракансене Турă та юратмĕ, ун пек халăхсем Турă умĕнче те, ытти халăхсем умĕнче те малалла каяймĕç, вĕсем пурăннăçем пĕтсе çĕр çинчен çухалсах пырĕç...»

В.Г.Родионов палăртнă тăрăх, пирĕн пек ют халăх патшалăхĕнче пурăнакан халăхсен чĕлхе ыйтăвĕ яланах тĕпре тăнă. Официаллă чĕлхе тăван чĕлхе мар пулсассăн атте-анне чĕлхин сумĕпе пĕлтерĕшĕ чылай кая юлать, вăл кил-йышра усă курмалли чĕлхерен çÿлерех çĕкленеймест.

Чăваш халăхĕ – этемлĕх йывăçĕн пĕр турачĕ, эпир вара – çав турат çинчи çулçăсем. Хăрса ÿкме парас марччĕ çав турата. Ун çинчи кашни çулçа упрасчĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика