Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкексене асăрхаттарма май пулнă-и;

26 августа 2009 г.

Пĕр каларăш пур: çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, çапла ирттеретĕн. 2009 çул вара районшăн, уйрăмах калининăсемшĕн, хăрушă инкекпе пуçланчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнче Калинино салинче тухнă тискер пушарта икĕ çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăччĕ. Çапла тытăнчĕ ку çул... Ырра мар ку, терĕç тĕшмĕше ĕненекенсем. Пушар сÿнтерекенсене кăçал çăмăл килмĕ текенсем те пулчĕç. Тĕшмĕш-ши, ĕлĕк-авалтан пыракан ĕненÿ-ши ку, калама йывăр. Тен, чăнлăх та пур кунта; Тен, айăпне хамăртан сирме тăрăшни кăна; Хамăрăн явапсăрлăха каларăш çине йăвантарма хăтланатпăр-ши...

Апла пулин те усалли тÿрре тухрĕ вĕт. Çулталăк пуçланнăранпа пушар çине пушар, инкек хыççăн инкек. Июль вĕçĕ тĕлне, вĕсен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ хута яхăн ÿснĕ – 42-е çитнĕ. Пысăк тăкаклă пулнипе пĕрлех вут-çулăм çак вăхăтра тăватă çын пурнăçне татрĕ.

Тÿрех пĕр ыйту тухать – çак инкексене асăрхаттарма май пулнă-и; Хуравĕ уçăмлă – пулнă, паллах. Пушар сăлтавĕсене тишкернĕ май çакă питĕ аван курăнать. Мĕншĕн тесен пĕри те таçти аякри вăй витĕм кÿнипе е çутçанталăк сиенленнипе, е чрезвычайлă лару-тăрупа çыхăнман. Пуринче те тенĕ пекех айăпли – тÿрремĕн-и, аякран-и – çын. Чи анлă сарăлнă сăлтав – вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (çичĕ уйăхра – 16 пушар!) Мĕн мантарать-ши тимлĕх çинчен; Тĕрĕссипе, манни мар, çын инкек хăйне шар кăтартма пултараймассине çăмăлттайла ĕненни пĕтерет. Унăн пĕтĕмпех йĕркеллех имĕш. Анчах вут-çулăм никама та тиркемест. Сăмахран, çак сăлтавпах июлĕн 8-мĕшĕнче Кульцавра пĕр арçын хăйĕн çуртне çунтарса янă, кÿршĕсене те урамра тăратса хăварнă. Тепĕр куннех Çĕрпелте пушарта кил хуçи пиçсе кайса, тĕтĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Вăрттăнлăх мар: инкек кăларма айăплисене эрех ытамĕнче пулни те «пулăшнă».

Кил хуçисем çулăмпа асăрхануллă пулманран Услантăр Енĕшре, Чăрăш Ишекре тата ытти ялсенче пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсем сиенленнĕ. Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрнарти пĕр уйрăм çуртра çын наркăмăшланса вилнĕ. Пирус туртнă чух асăрханулăх çинчен пачах шутламан вăл. Чи малтанах вырăн таврашĕсем çунни паллă. Арçын выртса пирус мăкăрлантарнă, ахăртнех. Июлĕн 18-мĕшĕнче, акă, Çĕрпелти ветеринари участокĕнче «хĕрлĕ автан» алхасни çинчен пушар хуралне пĕлтернĕ. Йывăç çурт пĕтĕмпех çунса кайман пулин те, малашне усă курма юрăхлă мар ĕнтĕ. Тăкакĕ – 150 пин тенке яхăн. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ветучасток территорине пĕтĕмпех карта тытса уйăрман, хапхи те пĕрмаях уçă тăрать. Кам çулăм кăларса хăварнине шыраса тупма питĕ хĕн халĕ.

Çакнашкал тĕслĕхсем чылай терĕмĕр, пурне те асăнса пĕтереймĕпĕр. Çапах пĕтĕмлетĕвĕ паллă: тем тесен те тимлĕрех пулмалла. Такамшăн мар, хамăршăн, çывăх çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн, сывлăхĕшĕн. Темиçешер çул пĕтĕм укçа-тенке, вăя пухса хăпартнă кил-çуртран кĕл купи юлнă хыççăн кайран ÿкĕнни пулăшаймасть.

Юсавсăр электропроводка тата электрооборудованипе усă курнă чух хăрушсăрлăх йĕркине уяманни те, хăть мĕн чухлĕ асăрхаттарсан та, – паянхи кун «чирлĕ» ыйту. Каллех яваплăхĕ чи малтан – кил хуçире. Пÿрт-çурта хăпартнăранпа та пырса тĕкĕнмен проводка, электричество сетне темтепĕр чиксе тултарни, килте ăсталанă электричество приборĕсемпе тата ыттипе усă курни ырăпа вĕçленмест. Çуркунне енне, акă, Вăрнарта Путевая урамри 5 хваттерлĕ барак çунчĕ, нумаях пулмасть Тимĕрçкассинче те пĕр çемье çуртсăр юлчĕ. Иртнĕ уйăхра Çăлкас Кăкшăмра вут-çулăм пĕр хуçалăха ним юлмиччен тĕп турĕ.

Шухăшласа илме вăхăт: сирĕн çуртра электричество пралукĕсем йĕркеллĕ-и, изоляцийĕ кивелмен-и, электрооборудование правилăсене пăхăнса вырнаçтарнă-и; Манса кайнипе аптăракан ватăсем тата ача-пăча электропроводкăпа розетка-выключательсем, электроприборсем çывăхне ан пыччăр.

Пушарсенчен ытларахăш пайĕ çурт-йĕрте тухнине палăртса хăвармалла. Мĕнпе ăнлантармалла çакна; Пушар хăрушсăрлăх асăрхавĕшĕн яваплă службăсем предприяти-организацисенче тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ, кашни пĕчĕк çитменлĕхе те палăртса пĕтерме хушса предписанисем çыраççĕ. Поселокри-ялсенчи кашни çурт-хваттере çитме вара нимле те май çук пулĕ. Сăмахран, пушар хаяр алхаснă çуртсенче маларах тĕрĕслев вăхăтĕнче юсавсăр электропроводкăна, электроприборсене асăрхаса улăштарма хушнă пулсан, тен, вĕсем пирки калаçма паян сăлтав та пулмастчĕ. Апла, пушар хăрушсăрлăх асăрхавĕн ĕçченĕсен уйрăм çынсен çурт-йĕрне ытларах тĕрĕслесе тăма тытăнмалла мар-ши; Тен, ку пуçару лайăх «çимĕçсем» парĕ.

Асăрхануллине Турă та сыхлать, теççĕ. Тем тесен те, чи пĕлтерĕшли – хăвăр сыхă пулни. Хăрушсăрлăх йĕрки ыйтнине пăхăнни, тимлĕхе вăйлатни – çаксем пушара асăрхаттармалли чи ансат мелсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика