26 августа 2009 г.
Вăрăсем кăнтăр кунĕнче лавкка çаратма та хăрами пулчĕç, шутланине пурнăçлама темле меслет те шутласа кăлараççĕ: пĕринчен тепри тавçăруллăрах. Акă, шăматкун Вăрнарти пĕр лавккана çаратма килнĕскерсем питĕ «хăюллă» хăтланнă.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Карл Маркс урамĕнчи лавккана 13 сехет иртсен тăваттăн кĕнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ çине тăрсах тавар суйлама тытăннă: сутуçăна пĕр япалана, унтан теприне кăтартма ыйтнă. Çакскерсем савăт-сапа çумалли шĕвексемпе, тум-тир çумалли порошоксемпе питĕ «интересленнĕ», электричество лампочкисене тыта-тыта пăхнă. Тĕрĕссипе вара сутуçăна калаçтарса вăхăта тăснă кăна.
Çав вăхăтрах çак ушкăнри тепĕр иккĕшĕ те ахаль тăман. Вăрăм алăллăраххи, сутуçă тавар кăтартнипе усă курса, касса патне тăсăлса çитнĕ, 3600 тенкĕ кăларса илнĕ те тарса çухалнă. Сутуçăна илĕртсе, калаçтарса тăракансем те кĕçех «ним туянмасăрах» лавккаран тухнă. Халĕ милици сотрудникĕсем вĕсене шыраса тупассипе тимлеççĕ.
Иртнĕ эрнекун Вăрнарти Карл Маркс тата Гагарин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта 19 сехетсенче çул çинче инкек пулнă. КамАЗ-55102 автомашина водителĕ скутерпа пыракан çамрăка çул паман, ăна пырса çапнă. Скутер хуçине, суранланнăскере, районти тĕп больницăн травматологи уйрăмне леçнĕ.