Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИРĔКСĔРЛЕСЕ ĔÇЛЕТТЕРНИ САККУНЛĂ МАР

26 августа 2009 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе пĕр килет. Вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасене тÿлевсĕр е йÿнĕрех хакпа апат çитерес тĕллевпе çулсеренех çĕр улми пуçтарма илсе каяççĕ. Анчах çакă вĕренÿ программипе килĕшсе тăмасть. Çавăнпа та Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви çакна асăрхаттарать:

Вĕренекенсене ĕçе хăйсен, ашшĕ-амăшĕсен (саккунлă представителĕсен) килĕшĕвĕпе кăна явăçтармалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕсен администрацийĕсен çак йĕркесене пăхăнмалла: обязательнăй йĕркепе ачана вĕренÿ программипе пăхман ĕçе хутшăнма килĕшни çинчен заявлени çыртармалла; ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачине ĕçе явăçтарма килĕшнине те çак заявленире кăтартмалла е уйрăм заявлени çыртармалла. Виççĕмĕшĕнчен, вĕренекенсене уроксем хыççăн кăна ĕçлеттерме юрать. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн положенийĕсемпе килĕшÿллĕн, вĕренÿ программипе пăхман ĕçе вунтăватă çултан иртнисене кăна явăçтарма юрать.

Çула çитмен çамрăксене ĕçлеттермелли вăхăта пăхăнма тата Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă аталану министерствин 1999 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчи постановленийĕнче çирĕплетнĕ тăрăх, 18 çултан кĕçĕнрех çамрăксене йăтма, алă вĕççĕн тăвакан ĕçсен йывăрлăх нормисене ÿстернине тĕреслеме яваплă çынсене палăртмалла.

Енчен те ачана ĕçе вĕрентÿ учрежденийĕ (шкул) мар, урăх организаци явăçтарать пулсан, ашшĕ-амăшĕсен (саккунлă представителĕсен) икĕ енĕ те РФ ĕç çинчен калакан законодательствине, чи малтанах Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексне, пăхăнмаллине пĕлмелле тата астумалла.

Чи кирли – вĕрентÿ учрежденийĕн ачана нимĕнле сăлтавпа та ирĕксĕрлесе, хушса вĕренÿ программипе пăхман ĕçе хутшăнтарма юрамасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика