26 августа 2009 г.
«Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федараллă программăпа районти тата вунвиçĕ çемье çурт-йĕр çавăрма социаллă тÿлевсем илме свидетельствăсене тивĕçнĕ.
Тÿлев суммисем пĕчĕк мар – сакăр çемье яллă вырăнта пурăнакан çамрăк специалистсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе пурнăçланакан мероприятисен программипе 234 пин тенкĕрен пуçласа 800 пин тенкĕ таран илеççĕ. Ку вăл – çурт-йĕр хакĕн 70 процентне патшалăх саплаштаракан пай (30 процентне федераллă тата вырăнти, вуннăшне республика бюджечĕсем хываççĕ), ытти 30 процентне çемье хăй тÿлет.
Çавăн пекех яллă вырăнта пурăнакан тепĕр виçĕ çынна 144 пин тенкĕрен пуçласа 364 пин тенкĕ таран социаллă тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Патшалăх пулăшăвне çывăх вăхăтра тата тăватă çамрăк специалист тата ялта пурăнакан тăхăр çын илмелле.