26 августа 2009 г.
Раççей Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕн Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ Владимир Кузьминăн «Тымар» трилогийĕ халĕ поселенисем хушшинчи тĕп библиотекăн çÿлĕкĕ çинче курăмлă вырăн йышăннă. Чăваш писателĕ ăна вулав çуртне пысăк кăмăлпа парнеленĕ. Çак роман чăваш халăхĕн çур ĕмĕрти аталанăвне тĕплĕн çутатать, ял пурнăçне, ял çыннин çăмăл мар кун-çулне тишкерет.
Трилоги çитĕнекен ăрушăн та вĕрентÿллĕ, çавăнпа та библиотека ĕçченĕсем сентябрьте çамрăксем хушшинче ун презентацине ирттерме палăртнă. Кунсăр пуçне «Тăван ен çинчен вулатпăр» акци йĕркипе виç кĕнекеллĕ романа районти модельлĕ ытти библиотекăсене те çитерме тĕллев тытнă.