26 августа 2009 г.
Вĕрентÿ стандарчĕсене çĕнетесси, пултаруллă ачасене хавхалантарасси, вĕрентекенсен потенциалне ÿстересси, шкул инфраструктурине аталантарасси, шкул ачисен сывлăхĕ... – районти вĕрентÿ ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ ку тытăма пырса тивекен чылай ыйтăва хускатрĕ.
Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă май, çĕршывăн ăслă-тăнлă пуласлăхне çитĕнтерекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ идейăсене пурнăçа кĕртме, иртнĕ çулсенчи хĕмленĕве çухатмасăр ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци вĕрентÿ пуçарăвне пурнăçа кĕртессин тĕп çулĕ-йĕрĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Конференци ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ–Промышленность тата энергетика министрĕ Юрий Волошин та хутшăнчĕ. Вăл вĕрентÿ тытăмĕнчи курăмлă ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Николай Никитич Иванова тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавательне Александр Владимирович Созонова патшалăх наградисемпе чысларĕ.
Çавăн пекех уявра вун-вун педагог тĕрлĕ шайри наградăсене, уйрăм вĕрентÿ учрежденийĕсем конкурссенче çĕнтернĕшĕн парнесене тивĕçрĕç.