Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсăр çухалман...

22 августа 2009 г.

Вăрнар районĕнчи Шăхаль ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 101 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 66-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. 1942 çулта Барановсен килне çемье пуçĕ Федор Никандрович хыпарсăр çухални пирки телеграмма килнĕ. Ун хыççăн вилнĕ салтак пирки 67 çул пĕр хыпар та пулман. Çак кунсенче яла Смоленск облаçĕнчен шырав ушкăнĕн ертÿçи Александр Шураков килсе çитнĕ. Вăл Федор Никандрович ăçта вилни пирки пĕлтернĕ. Шыравçăсем Смоленск хулинчен 100 çухрăмра, шурлăхра 20 гильза тупнă. Вĕсенчен пĕринче – Баранов салтакăн хушаматне çырса хунă хут татăкĕ. Федор Барановăн хĕрĕ Зоя Федоровна ашшĕн юлашкийĕсене тăван яла илсе килсе пытарма ыйтнă.

Паянхи кун паттăр салтакăн мăнукĕн ачи Коля Матвеев мăн аслашшĕн çулне малалла тăсать, Мускав облаçĕнче çарта тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика