Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔНШĔН ПУРПĔР МАР!

22 августа 2009 г.

Çак ятпа «Интеркультура» фонд тата КМБ БАНК ачасене тавралăха тасатас ĕçе хутшăнтарма, тирпейлĕхе пĕчĕкрен хăнăхтарма, харпăр хăй пурăнакан вырăна юратма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс Санарпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене те кăсăклантармасăр пултарайман. Конкурс хушăвĕ те йывăрах мар – муниципаллă службăсемпе, вĕрентÿ заведенийĕсен администрацийĕсемпе çыхăнса тăван яла е хулана хăтлăх кĕртме пулăшасси.

Санарпуç шкулĕнче вĕренекенсем Раиса Геннадьевна Гордеева вĕрентекен ертсе пынипе тÿрех вĕрентÿллĕ, ырă ĕçе пуçăннă, практикăллă тĕпчевсем тунă. Мĕн тетĕр, виççĕн – Максим Ильин, Ольга Капралова тата Александр Михайлов – çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. Вĕсем Липецк хулинчен инçех мар вырнаçнă «Чайка» пансионатра канма путевкăсем çĕнсе илнĕ, «Галичья Гора» заповедникра вырнаçнă Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен наукăпа практика AFS лагерь ĕçне хутшăнма тивĕçнĕ.

Шел, О.Капралован лагере кайма май килмен, анчах та арçын ачасем унта тухăçлă каннă. Икĕ эрне хушшинче вĕсем тăван тавралăха, ÿсен-тăрансене, чĕрчунсен пурнăçне тĕпчекен тĕрлĕ наукăпа практика, дискусси занятийĕсене, экспедицисемпе çул çÿревсене хутшăннă, ют чĕлхесене вĕреннĕ, вĕсен историйĕпе паллашнă. Каччăсемшĕн уйрăмах çавра сĕтелсем, мастер-классем, тĕпчев ĕçĕсен презентацийĕ асра юлнă.

Тĕлĕнмелле, Максим Ильин, тĕрлĕ конкурссене тăтăш хутшăнаканскер, кунта çуркунне хăй пекех ют чĕлхепе ирттернĕ интернет-конкурсра çĕнтернĕ ачана тĕл пулнă. Çавăн пекех вăл лагерь валли тăван çутçанталăка сăнлакан çав тери пуян фотоальбом хатĕрленĕ. Сăн ÿкерчĕксемшĕн Максим В.Песков художникăн ÿкерчĕкне тивĕçнĕ. Тав вырăнне хăй те Липецк облаçĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрне чи паха сăн ÿкерчĕкне парнеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери экологи лагерьне çĕршыври вунтăхăр шкул ачи хутшăннă. Чăваш енрен – виççĕн кăна. Сăмах май, Раиса Гордееван вĕренекенĕсем кăçал районти конкурссемсĕр пуçне виçĕ хутчен республика тулашĕнчи ăс-хакăл тупăшăвĕсенче çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика