Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталне – кредит татма

22 августа 2009 г.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çурт-йĕр кредитне татма амăшĕн капиталĕн шучĕпе 1415 çемье валли 379,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çурт-йĕр туянма е ăна тума илнĕ парăмпа çапла майпа татăлас тĕллевлĕ сертификат хуçисенчен 1619 заявлени илнĕ. Вĕсенчен 1473-шне ăнăçлă татса панă.

Кунсăр пуçне Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлевпе – 12 пин тенкĕпе – тивĕçтерет. Ăна илес тĕллевлĕ 8 пин ытла çемье ыйтса çырнă ĕнтĕ. Çавсенчен 423-шĕ 5 миллион тенкĕ илнĕ.

Асăннă мера – вăхăтлăх пулăшу: амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ 2007 çулхи кăрлачăн 1 – 2009 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕсенче вăй илнĕ-тĕк – тÿлеве тивĕçме заявление 2009 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен, 2009 çулхи юпа уйăхĕн 1 – 2009 çулхи раштавăн 31-мĕшĕсенче пулсан 2010 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен памалла. Çавăн пекех паспорт, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкри счет реквизичĕ çинчен справка кирлĕ. 12 пин тенке икĕ уйăх иртиччен куçараççĕ.

Аса илтеретпĕр: амăшĕн капиталне çурт-йĕр кредичĕ валли уйăрас тĕллевлисен тата пĕр хут тÿлеве тивĕçес текенсен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултарасса кĕтмелле мар.

Патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе хваттер условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелеме тĕллев тытнисен ачи виçĕ çула çитмелле. Кун пек чух заявление Пенси фондне çак датăччен çур çул маларах çитермелле. Тĕслĕхрен, пепке 2007 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче çуралнă-тăк – 2009 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕччен, 2007 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ пулсан 2009 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен ыйтса çырмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика