Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç хăрать те, ал тăвать

22 августа 2009 г.

Пирĕн район вырма ĕçĕсене ирттерессипе республикăра малтисен йышĕнче. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11350 гектар çапса тĕшĕленĕ. Такăр çулсем çинче тырă тиенĕ машинăсене тăтăшах тĕл пулатăн. Çак ÿкерчĕк ĕççи вăй илсе пынине кăтартать. Варкăш çилпе пуç таякан тырă пуссин лаптăкĕ чаксах пырать. Çак кунсенче «Янгорчино» тата «Правда» кооперативсенчи уй-хир карапĕсем те юлашки каçалăксем каçрĕç. Районĕпе илсен тĕш тыррăн вăтам тухăçĕ 27 центнерпа танлашать.

«Знамя» кооператив ĕçченĕсем те вырмана хăвăртрах вĕçлес пирки ĕмĕтленеççĕ. «Уй-хир ылтăнĕ çывăх вăхăтра пÿлмене кĕрсе пĕттĕрччĕ», – терĕ хуçалăхра вăй хуракан Александр Иванов. Элмен Сунар каччи комбайнер пулăшаканĕ пулса тимлет, ĕçре яваплă пулма тăрăшать. «Вăй-халтан кайиччен ĕçлемесĕр ÿсĕм тума пулмасть», – калаçăва тăсать çамрăк. Сашăн кашни сăмахĕнче тăван хуçалăх шăпи пирки шухăшлани палăрать. Вăл машинăпа трактор паркĕнче агрегата епле ăста юсанине пăхатăн та ĕçчен, тарăн шухăшлă, çĕр-аннемĕре хисеплекен çамрăксем пурришĕн савăнатăн.

Вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлес енĕпе тимлессипе пĕрлех хресчен умĕнче тăракан тепĕр тĕллев вăл – кĕр акине пахалăхлă ирттересси. Районти аграрисем хальлĕхе пулас тухăç никĕсне 2100 гектар çинче хывнă. Çитес çул вăйлă тыр-пул илес шутпа «Победăпа» «Санары» хуçалăхсенче кĕрхи туллăн çĕнĕ сортне («Галина») акаççĕ.

Кăçал аш-какай комбиначĕн хура çĕре 2 пин гектар шуратмалла. Предприятин хушма хуçалăхĕнче анчахрах тимлеме пуçланă Алексей Тинюковшăн ĕç планĕ самай пысăк. «Тепĕр тесен куç хăрать те, ал тăвать мар-и-ха», – аслă уй-хире сăнаса калаçать механизатор. Алексей Тинюков кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлет. Ĕçтешĕ Александр Александров каланă тăрăх, Алексей хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курас тĕллевпе Алексей Тинюков васкасах тракторăн рулĕ умне ларчĕ. Самантрах хурçă ут вырăнтан тапранчĕ. «КБМ–14,4» культиватор çĕре хăвăртрах тата тухăçлăрах хатĕрлеме май парать», – терĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ Вячеслав Никифоров. Пĕр пуçланă ĕçĕн ури пур. Аш-какай комбинатĕнче çĕр 1000 гектар хатĕрленĕ, кĕр тыррисене 780 гектар акнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика