29 августа 2009 г.
Ял хуçалăхне аталантармалли, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокĕсене йĕркелемелли программăна пурнăçа кĕртессипе тимлеме пуçланăранпа çулталăк иртрĕ ĕнтĕ. Паллах, район аграрийĕсем тăрăшнăран ÿсĕмсем çук мар.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çичĕ уйăхра сĕт суса илесси мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 102,3 процент ÿснĕ. Ĕç кăтартăвĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче пысăкрах – 109,4 процент. Аш туса илесси мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче иртнĕ çулхи шайрах.
Маларах мал ĕмĕтлĕ ял çыннисем икшер-виçшер ĕне усраса сахал мар тупăш илетчĕç. Анчах та сĕт хакĕ питĕ йÿнĕ пулнăран ĕнесен хисепне чакарчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче лару-тăру лайăхрах. Паллах, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвне пысăк тÿпе хываканĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Иртнĕ çулхи çичĕ уйăхра акă ĕнесен йышĕ 202 пуç пулнă пулсан, ку çулхи çак тапхăрта – 375 пуç. Пĕтĕмпе ял хуçалăх предприятийĕсенче 2290 пуç ĕне тытаççĕ е пĕлтĕрхинчен 106,7 процент нумайрах.
Районĕпе илсен сыснасен йышĕ чакнă. Аш-какай комбинатĕнче вăй хуракансем ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçнелле кăтарту улшăнассине çирĕплетрĕç.
Чылай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пĕвесене çĕнетессипе тимленĕрен пулĕ, килти хушма хуçалăх тытакансем хур-кăвакал ытларах усрама пуçланă. Вĕсем плана 102 процент пурнăçланă.
Килти хушма хуçалăха аталантаракансене çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме пуçланăранпа лаша усракансен йышĕ чакма пуçларĕ. Анкартинчи ĕçсене ытларах мотоблокпа пурнăçлаççĕ.