Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸСĔРЛЕ ЯТА ЯРАТĂН...

29 августа 2009 г.

Инкек-синкек, путсĕр ĕçсем тăвасси, тĕпрен илсен, эрех-сăрапа тата ĕçкĕ-çикĕпе çыхăннă. Анчах киревсĕр йăларан хăтăлас текенсем сахал. Ÿсĕр çын шикленмесĕрех саккуна хирĕçле ĕçсем тăвать, ют пурлăха çаратать, ним айăпсăррине хĕнесе сусăрлатать е вилмеллех амантать.

Ĕçкĕ ырă туманнине, акă, анчахрах пăхса тухнă уголовлă ĕç те яр-уççăн çирĕплетет. Сăкăтра пурăнакан Николай Гусев çамрăк мар ĕнтĕ – шутласан, аллă пиллĕкри çыннăн çапла хăтланмалла пулнă-ши; Вăл, хăй вăхăтĕнче тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕскер, çемье çавăрман, халĕ К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлать. Эрех-сăмакуна юратниех ăна суд тенкелĕ çине илсе çитернĕ.

Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Николай Гусев тусĕсемпе сăмакун ĕçсе самаях хĕмленнĕ пулнă. Хайхискерсем çурçĕр еннелле тин саланнă. Килне каяс вырăнне Н.Гусев пуçне ырă мар шухăш пырса çапнă. Ÿсĕрскер, мĕн те пулин вăрласа тухас тĕллевпе, хăйсен ялĕнчи пĕр хĕрарăмăн лаççине кĕрсе кайнă, унтан мунчине тустарнă. Ĕçме юратакансем, тĕпрен илсен, тĕслĕ металл вăрлама кăмăллаççĕ, ăна сутса укçаллă пулаççĕ. Укçи тĕрĕссипе, çăкăр туянма мар, эрех-сăмакун кĕленчиллĕ пулма кирлĕ. Николай Гусев çапла ют хуçалăхран икĕ çатма, ултă тата çитмĕл литр кĕрекен икĕ хуран – пурĕ 2000 тенкĕлĕх – çаратса тухнă.

Ирхине мухмăрлă Н.Гусев çапса аркатнă пĕчĕк хуранăн ванчăкĕсемпе икĕ çатмана миххе чикнĕ те Вăрнара илсе çитернĕ. Ют çын пурлăхĕшĕн ăна пĕри 50 тенкĕ тыттарнă.

Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, теççĕ. Хурансемпе çатмасене кам вăрлама пултарни пирки сас-хура хĕрарăм хăлхине те çитнĕ пулас. Пилĕк кунтан, каçхине ултă сехет тĕлнелле, вăл тепĕр хĕрарăмпа Н.Гусев патне çитнĕ, хăйĕн çухалнă япалисем пирки сăмах пуçарнă, вĕсене пĕçертсе кайнăшăн кÿренсе калаçнă. Тĕрĕссипе, хĕрарăмăн хăйне çаратнă пирки çийĕнчех милицие евитлемелле пулнă.

Николай Гусев, тусĕпе анкартине навус кăлараканскер, хĕрарăма кĕреçен тимĕр пайĕпе юриех виçĕ хутчен туртса çапнă...

Вăрнар район сучĕ Н.Гусев тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухрĕ. Вăл айăпа пĕтĕмпех йышăнчĕ. Çурта кĕрсе ют пурлăха вăрттăн çаратнăшăн тата çынна патак çитернĕшĕн суд Н.Гусева 2 çул та 6 уйăхлăх ирĕкрен хăтарчĕ. Анчах суд çак айăплава условнăй тесе йышăнчĕ, ăна икĕ çуллăха тĕрĕслев вăхăчĕ пачĕ. Çак тапхăрта Н.Гусевăн ятарлă органа палăртнă кунсенче регистрацие çÿремелле пулать, çавăн пекех унăн обществăлла вырăнсенче ÿсĕр курăнма юрамасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика