Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КРИЗИС: мĕнле çĕршывра пурăнатпăр

29 августа 2009 г.

Телеканалсем августăн 17-мĕшĕнче каласа кăтартнă хыпарсене паллă туса пытăм.

Хăрушлăхпа хурлăх чукмарĕпе тÿрех çамкаран çапаканни Саян-Шушăри «капашсăр калăпăшлă техногенлă авари» пулчĕ (кавычкăри цитата – Д.Медведев Президент сăмахĕ). Куратпăр: Совет Союзĕ хăйне вакласа аркатнă хыççăн та çирĕм çул хушши хăй çинчен асилтерсе тăрать, пулăмлă символ евĕр, çаплах-ха, халь ĕнтĕ Раççей анлăшĕнче, ишĕлсе-çĕмрĕлсе пырать. Аслă çĕршыври чи хăватлă гидроэлектростанцин пирвайхи агрегатне 1978 çулта хута янă. 1982 çултан вара строительство улăпла утăмланă. Унтанпа – вăтăр çул. Пурте кивелет. Ĕмĕтре ГОЭЛРО та, Саянсем çинчи Шушăри евĕрлĕ ГЭС та курăнмасть. Авари сирпĕтсе тылланă хăватлă гидротурбинăна кăтартрĕç те – ун çинче ман куç умне Чубайс сăн-сăпачĕ ÿкерĕнсе тухрĕ. Катастрофа деталĕсене В.Путин премьер та çитсе сăнарĕ – Толик мĕлкине асăрхарĕ-ши; Тĕп прихватизатор «ылханĕсем» куçкĕрет чăна тухса пыраççĕ, вĕсене çул çÿревçĕ-патриарх кĕлĕсем те путараймаççĕ пулас. Ахальтен мар ĕнтĕ нанотехнологисен отрасльне Нобель премийĕн лауреачĕсене мар, Чубайсах тыттарчĕç...

Катастрофăччен Раççей çыннисем (нумайăшсем, СССРта пурăнманнисем) Саянпа Шуша ГЭСĕ çинчен пĕлнĕ-ши, Çĕр çинче Совет Союзĕ ятлă цивилизаци пулни пирки шухăша путса курнă-ши; Аварие пула вилнисем 69-ăн, шăпине палăртманнисем 6-ăн (августăн 24-мĕшĕ тĕлне). Синкер сăлтавĕсенчен пĕри, МЧС министрĕ Президента евитленĕ тăрăх, – ГЭСа темле суя фирма (ятне энергетика министрĕ те пĕлмест) япăх (контрафакт) оборудовани тăратнинче. Айăплисене шырĕç-и; (Совет Союзĕнче паçăрах арестленĕ пулĕччĕç!). Ингушетири виçĕ кунлăх трауртан-ши, Раççейри е Красноярск крайĕнчи хурлăхлă асăну кунĕсем пирки шарламарĕç. Патшалăх пуçлăхĕсем пĕлтернĕ тăрăх, энергосистема виçесĕр пысăк сиен тÿсет (вунă агрегат стройран тухнă, электроэнергие ултă регионта палăрмаллах перекетлеме тивет). ГЭСра йĕрке тума ултă эрне, тытăмне пĕтĕмĕшпе юсама виçĕ çул кирлĕ. «Технологи тĕлĕшĕнчен эпир çав териех кая юлнă», – ÿкĕнчĕклĕн палăртрĕ Президент. («Совет Союзĕнчипе танлаштарсан», тесе хушнă пулăттăм). «Кашкăр юлташсем» хĕпĕртенĕ: «Россия техногенлă пăтăрмахсен çулĕ çине тăнă», «21-мĕш ĕмĕрти Чернобыль...». Тата тем те пĕр.

Назрань... Каллех теракт. Смертниксем МВД çуртне аркатнă. Пурăнмалли çуртсен 130 хваттерне çĕмĕрнĕ. Вилнисем 28-ăн, аманнисем 130-ăн (ачасем, милиционерсем). РФ Президенчĕ Шалти ĕçсен Ингушетири министрне çийĕнчех должноçрен хăтарчĕ. Тепĕр кунне – Дагестанра черетлĕ теракт. Вилнисем пур.

СУ-27 истребительсемпе ыранхи авиасалона хатĕрленекен «Вырăс витязĕсен» ко

мандирĕ Игорь Ткаченко полковник авиакатастрофăра çунса каять. Специалистсем ăнлантарнă тăрăх, СУ-27сем кивелсе пыраççĕ. Праçнике тепĕр кунне хурлăхлă минутран пуçăнма лекет.

Калуга облаçĕнче те – пилот пуçне çинĕ авиакатастрофа.

Амур облаçĕнче дизель топливи турттаракан пуйăс рельссенчен тухса сирпĕннĕ. Кунти территорие экологишĕн инкеклĕ зона тесе пĕлтернĕ.

Орехово-Зуевăра (Мускав облаçĕ) виçĕ çул хушши сăмакун цехĕ... вăрттăн ĕçленĕ, самопал ирхи 7 сехетрен пуçласа каçченех шăнкăртатнă. Магазинсенче ăна ирĕклĕн сутнă. Çакна участокри милиционертан пуçласа прокуратура таранах пĕлнĕ.

Тверь облаçĕнче инкассаторсене çаратнă, 4 миллион тенкĕ бандитсен аллинче çÿрет.

Новосибирскри бандитсем коррупципе кĕрешме кĕрĕшнĕ профессора вĕлерме тăнă.

«Силовиксем», çапах та, кĕрĕк арки йăвалаççĕ тесе калаймăн. Приморьере рейдерсен банди предприятисене террорла тапăннине тăрă шыв çине кăларнă. Владивостокри суд таможня управленийĕн генералне Эрнест Бахшецяна пилĕк çуллăха хупмалла тунă. Генерал контрабандăпа çыхланнă, бюджета 450 миллион тенкĕлĕх хухтарнă. Барнаулти присяжнăйсен сучĕ Федеральнăй пурлăх фончĕн пуçлăхĕ пулнă Евгений Звягинцева взяткăсемшĕн айăпланă. Мускавра медицина страхованийĕн Федеральнăй фончĕн Андрей Таранов ертсе пынă начальникĕсене эмелсемпе махинаци тунăшăн 2-рен пуçласа 10 çул таран хупмалла тунă.

«ЧП» кăларăмĕ (НТВ) милиционерсем проституткăсене меллĕрех условисем туса парассипе ĕçлени çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ...

– Çапах та, – терĕ теледиктор, ассăн сывласа ярса, – августăн 17-мĕшĕ пачах ырă хыпарсăр мар. Оборона министрĕ А.Сердюков хыпарланă тăрăх, икĕ эрнелĕхе йĕп пек çухалнă «Арктик Си» сухогруз тупăннă.

Каярахпа çапла пĕлтерчĕç: «кашкăр юлташсем» (хальхинче – НАТО) сухогруз ăçта мĕн хăтланнине малтан пуçласа вĕçне çитичченех кашни сехетпе минут таран сăнанă. Пиратсем хушшинче латышсем, эстонецсем, икĕ россиянин. Икĕ миллион долларлăх паха йывăçа океан урлă кам ăçталла хăваланă; Раççей вăрманне бандитсем тустараççĕ-çке!

Августăн 17-мĕшĕнчи çÿлерех асăннă хыпарсенчен мана ытларах шĕкĕр хулари çапкаланчăк ачасене кăтартнă сюжет тыткăнларĕ. Кĕç-вĕç шкула каймалла – кусем кил тĕлне пĕлмеççĕ. Мĕнле çĕршывра пурăнатпăр-ха эпир; Раççейĕпе 2 миллион ача шкулта ларса курман, 700 пинĕ – харпăр хăйне ирĕке янă çапкаланчăк, вĕсем никама та кирлĕ мар, çĕршыври ачасен çуррийĕ чухăн çемьесенче пурăнать (официаллă статистика). Наркомансем – виçĕ миллион, ку чир, çитменнине, хăвăрт çамрăкланса пырать (вĕсен шучĕ 1 млн. ытла), 7–12 çулхисем таранах тыткăнлани паллă (официаллă статистика). Ачаран алкогольпе ухмаха тухаканнисем миçен-ши; Трагеди, ахăртнех, Шушăринчен те калăпăшлăрах.

Кирек мĕнле патшалăхра та пурнăç пахалăхне ватта-вĕтте мĕнле пăхнине кура хакланă. Патшалăх пур-и пирĕн; Президентсем, премьерсем, губернаторсем, çĕрме пуян олигархсем çамрăк йăх-ăру епле çитĕннипе, çĕршывăн малашлăхĕпе интересленеççĕ-и; Совет Союзĕнче чи хăрушă вăрçăсен çулĕсенче те ача-пăчана çапкаланчăка кăларман, управлă алла илсе, хутла вĕрентнĕ, тăрантарнă, тумлантарнă, çын тунă. Пуласлăх пур-и пирĕн; Намăса пĕлмен патшалăх темеççĕ-и пире; «Раççей ачисем» программа пурччĕ, мĕнле результатсемпе манăçрĕ – пĕлместпĕр. Чăнлăха уççăн куçран пăхас чухне кĕççе пит çине маска уртса ярасси йăлана кĕчĕ. Ачисене тĕнче тăрăх пайласа çапăçакан ашшĕ-амăшĕсене уйăхĕ-уйăхĕпе кăтартаççĕ: курăр – этем прависене влаçрисем, ваккатсем хÿтĕлеççĕ! Ашшĕ-амăшсĕр çапкаланчăксемшĕн кил те, шкул та, ваккат та, влаç та çук.

Системлă кризис ĕнертен мар, пĕлтĕртен те мар, капитализма вирхĕнсе кĕнĕ хыççăнах, Ельцинăн хĕрĕнкĕпе хывнă «де-де-де...» юрринчен пуçланчĕ. Деидеологизаци çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассине мутакларĕ, антикоммунизм алхаснă хушăра çаплах-ха наци идейине палăртаймарĕç. Десоветизаци халăха управлени ĕçĕнчен татăклăн пăрчĕ, депутатра уголовниксем пур, рабочи çук. Деполитизаци çĕрĕк интеллигенцие, бюджетниксене пурнăçри çивĕч ыйтусенчен хăйпăтрĕ, мĕнпур ыррине ылханса варалама Раççей тăшманĕсем мала ÿкрĕç. Деиндустриализаци промышленноçа рабочисĕр, производствăсăр хăварчĕ – промышленность наци пурлăхне сыхласа хăвармалăх та ĕçлеймест (наци пурлăхĕ: нефть, газ, вăрман, тĕслĕ тата хура металл, удобренисем, биоресурссем т. ыт. те). Скобкăра кăтартнисене çичĕ юта куçарса, хамăр патра ырлăх-пурлăх тумасăр, параçитла пурăнма хăтланатпăр. Çак инкек кÿнĕ тăкак иртнĕ 2008 çулта кăна 42,2 миллиард долларпа танлашнă. Триллионшар долларсене, нефть-газ тăрписене çичĕ юта хăваласа тĕнчене тăрантаратпăр – хамăрăн ача-пăчана пăхаймастпăр. Деколлективизаци яла хресченсĕр хăварчĕ, панкрута кăларчĕ (хăвăр тавралла çаврăнса пăхăр; пысăк хуласенче вар-хырăма 60–70 процент таран леш енчен кÿнĕ нитратсемпе улталасшăн). Халь, акă, юлашкинчен, экономикăна децентрализацилени Раççее дефедерацилесси енне сĕтĕрет.

Çăлăнăç пур: наукăна, çар промышленноçĕн комплексне, Тĕп банксене, пĕр-иккĕшне, халăха сывă усрассине, çут çанталăк ресурсĕсене, стратегилле отрасльсене патшалăх аллине илмелле (национализацилемелле). Талантлă управленецсем кирлĕ. «Киндер-сюрпризсемпе» «мебель-сервиссенчен» пархатар тухас çук – çакна терактсемпе аварисем витĕр кунран-кун курса тăратпăр.

Тĕнче уçлăхне спутник вĕçтернĕ хыççăн Совет Союзĕнчи наукăпа техника триумфĕ Америкăна тытамак тытнăн тĕлĕнтерсе пăрахнă. Вара унта чи малтан пирĕн вĕрентÿ тытăмне татăклăн тĕпченĕ. Ученăйсем Конгреса «Ванюшка мĕн пĕлнине Джонни пĕлет-и;» ятпа доклад тăратнă. СШАна тепĕр шок пырса çапнă: Ванюшкăпа Джонни хушшинче капашсăр пысăк уйрăмлăх! Хайхискер, СССРти опытпа практикăна хуса çитмелли реформăсем пуçланнă. ЕГЭ тенине («угадай-ка!») пăрахăçланă.

Тепĕр ик кунтан – çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Районти парта хушшине 4500 ытла ача кĕрсе ларать. Харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама мĕнле вĕрентмелле-ши вĕсене; Курнăçланмалăх хитре саламсем янăрĕç. Президент е премьер шкул тулашĕнче юлакан çапкаланчăксем çинчен асилĕç-ши; Курăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика