19 августа 2009 г.
Раççейри Çамрăксен çулталăкне Мăн Явăш тăрăхĕнче хапăлласа йышăнчĕç. Тăрăхри вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем ĕç планне сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан, çамрăксене массăллă спорт ăмăртăвĕсене явăçтаракан, культурăна хăнăхтаракан мероприятисене кĕртрĕç. Паллах, вĕсем пурте ял поселенийĕн администрацийĕ хутшăннипе иртеççĕ.
Çуллахи тапхăр ял çамрăкĕсемшĕн уйрăмах хĕрÿ иртет. Юлашки вăхăтра кăна кунта акă çине-çинех темиçе ăмăрту йĕркелерĕç. Малтанах лапталла выляса ăмăртрĕç. Хыççăн кунта иртнĕ футбол турнирĕнче Санарпуçĕнчи, Пăваялĕнчи, Хураçырмари, Малти Ишекри, Чăрăшкас Мăратри, Кÿстÿмĕрти ял çамрăкĕсем тупăшнă.
Нумаях пулмасть кунта акă Сывлăх кунне йĕркеленĕ. «Спорт – çав тери чаплă!» тата «Сывлăхлă пулас тесен» вăйăпа эстафетăра кĕçĕннисем те, çамрăксем те хаваспах тупăшнă.