19 августа 2009 г.
Эпир тутлă ыйхăра кăна-ха, Алексей Сергеев вара кăвак шуçăмлах ура çинче. Ĕç кунĕ унăн 5-ре пуçланать-çке!
Алексей Васильевич çак кун йĕркине хăнăхнă ĕнтĕ. Ĕçе те вăл халь хаваслăрах туйăмпа утать. «Çынсем тинех тирпейлĕхе хăнăхма пуçларĕç»,– савăнăçлăн çаврăнать пуçĕнче ун шухăш. Маларах вара, Упнертен ĕçе утнă май, тарăн пăшăрханăва мĕн чухлĕ ÿкмен пулĕ вăл. Поселокра, калăн, культурăллă пĕр çын та юлман тейĕн – çуртсем тавралла, подъездсем умĕнче мĕн кăна йăваланман пулĕ: эрех-сăра кĕленчисем, вĕсен ванчăкĕсем, чипсы-пулă пакечĕсем, сарлакăшĕпе – хĕвелçаврăнăш хуппи... Теприсем тата килти çÿп-çапа контейнера çитсе пăрахма та ÿркенеççĕ, чÿречерен вăркăнтарнă та – ĕçĕ пĕтнĕ.
Теприсем, çăмăл машинăллисем,çÿп-çап тултарнă хутаçĕсене контейнерсем умне транспортран тухмасăрах персе хăвараççĕ.
Дворникра ĕçленĕ май, çакнашкал ÿкерчĕке мĕн чухлĕ курма тивмен-ши Алексей Васильевича; Хăйне куçранах: «Сире тасатнăшăн укçа тÿлетпĕр вĕт, пирĕн мĕншĕн çÿплеме юрамасть»,– текенсем те пулнă иккен. Çапла калакансем çамрăксем те мар, культурăллă ĕçре тимлекенсем пулни ăна хытах тĕлĕнтерет. Шел, хăшĕсем çиелтен кăна яка иккен.
– Чăн та, хăшĕсем, вăл шутра аслăрах çулхи çынсем те, пирĕн ĕçе хисеплесшĕнех мар, – пăшăрханса пĕлтерет Алексей Васильевич. – Хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра, тирпейлĕхре тытни – пĕр-пĕрне хисеплени мар-и çак; Юрать, мĕнпур çын çапла мар...
Алексей Сергеев поселокри Ленин урамĕнчи 2-мĕш, Ашмаров урамĕнчи 8-мĕш, Советски урамĕнчи 23-мĕш çуртсем çывăхне тасатса-тирпейлесе тăрать. Центр шутланнă май, кунта халăх уйрăмах нумай çÿрет. Анчах та тăрăшуллă арçыннăн участокĕнче йĕркесĕрлĕхе курма çук, ку территорисенчен утса иртме те кăмăллă. «Интех» тулли мар яваплă общество (хăй те кунта шутланса тăрать) подъездсем умне çÿп-çап «бочокĕсем» лартни те – тирпейлĕхе хăнăхтаракан паллă, шутлать Алексей Васильевич.
Çакнашкал çынсем пурри аван. Вĕсем, пĕр шутласан, пирĕн – халăхăн – çитменлĕхĕсене «пытараканĕсем», культурăллă пурăнма хăнăхтараканĕсем. Мĕншĕн-ха хăшĕсем çакна ăнланасшăн мар – тавралăха варалама пăрахасшăн мар; Цивилизациллĕ çĕршывра пурăнатпăр вĕт – пĕр-пĕрин ĕçне хисеплеме вĕренесчĕ...