Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул автобусĕсем çула тухма хатĕр-и;

19 августа 2009 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкулсенче пĕтĕмпех хатĕр пулмалла. Пÿлĕмсемпе сĕтел-пукансем кăна мар, шкул автобусĕсем те, вĕсем çÿрекен маршрут çулĕсем те. Вĕсем юсавлă пулнинчен, пĕтĕм нормăсене тивĕçтернинчен ачасен хăрушсăрлăхĕ килет-çке. Вĕренекенсен çул çинчи сывлăхĕ тата пурнăçĕ вара шкул автобусĕсен рулĕсене тытса пыракан водительсен аллинче. Çак яваплă ĕçре тимлекенсем йăнăшрĕç-тĕк инкек тухасси те инçе мар. Çавăнпа та шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем шкул автобусĕсемпе вĕсен маршручĕсене уйрăм тимлĕхе илнĕ, тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Районти 15 шкула ачасене пĕтĕмпе 17 автобус турттарать. Августăн 14-мĕшĕнче акă ГИБДД сотрудникĕсем тĕрлĕ шкулти 11 водителе зачет тыттарнă, вĕсен автобуссемпе çÿрес ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Çак шутран пиллĕкĕшĕ зачет витĕр тухнă, улттăн заданисене пĕтĕмпех тĕрĕс пурнăçлайман – сакăршар-вуншар йăнăш тăвакансем те пур.

Шкул автобусĕсене мĕнле хатĕрленине тишкерни те тĕрлĕрен лару-тăрăва кăтартса пачĕ. Икĕ автобусăн, акă, кăлтăксем чылай. Ыттисенче пуринче те тенĕ пекех вак-тĕвек çитменлĕхсем курăнчĕç. Ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе вĕсене çийĕнчех пĕтермелле, кашни автобусах юсавлă пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика