15 августа 2009 г.
Район аграрийĕсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 80 процентне çапса тĕшĕленĕ. Чи маттуррисем – М.Тарасов, А.Игнатьев фермерсен хуçалăхĕсем тата «Мураты» кооператив. Вĕсем вырмана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерчĕç. «Янгорчино», «Победа», «Луч», «Мир», «Хорнзор» хуçалăхсенче те ĕç вĕçленмелле.
Шел те, пур хуçалăхра та яваплăха туймаççĕ – йăх-несĕлĕмĕрсен ятне яраççĕ. Акă «Кольцовка», «Родник», «Гвардеец» агрофирмăсенче, «МТС», «Правда» кооперативсенче вырма ĕçĕсем кал-кал пымаççĕ. Ял хуçалăх культурисене туса илес енĕпе те çак хуçалăхсенче агротехникăна пăхăнса тимлемеççĕ.
Начартарах ĕçлекеннисен «Янгорчино», «Победа», «Санары», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенчен тĕслĕх илмелле. Кунта тухăç кашни гектар пуçне вăтамран 30 центнертан кая мар.
Калас пулать, кĕрхи тырăсен тухăçĕ çуртрисенчен яланах пысăк. Çавăнпа пĕрчĕллĕ культурăсен 50 процентне кĕркунне акса хăвармалла.
Мĕн акатăн, çавă шăтать тенине яланах асра тытмалла. Хăш-пĕр хуçалăхсенче тырра тĕрĕслемесĕрех, кондицие çитермесĕрех акаççĕ. Ертÿçĕсем ăçта пăхаççĕ; Япăх вăрлăх аксан-лартсан нихăçан та лайăх тухăç илеймĕн. Апла-тăк хуçалăхăн малашлăхĕ уçă пуласса шанма йывăр. Панкрута тухасси те инçе мар.
Элита репродукциллĕ вăрлăха акма тăрăшмалла. Хăш-пĕр хуçалăхсенче тата паха тырă акаççĕ-ха, анчах шăтсан калчасене минераллă удобренисемпе кирлĕ чухлĕ апатлантармаççĕ, им-çам сапмаççĕ, çĕр пулăхне лайăхлатассипе тимлемеççĕ. Çавна пула пысăк тухăç илеймеççĕ.
Çĕр хатĕрлеме пуçланă тапхăртан тытăнса ял хуçалăх культурисем çитĕничченех технологисене пăхăнса ĕçлесен кăна тухăç куçа савăнтарĕ. Кĕрхи пÿлмесем тулли пулĕç.
Районта кĕр акине иртнĕ эрнерех тухнă. Çурла уйăхĕн 14-мĕш тĕлне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 515 гектар, «Мураты» – 160, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив – 70, «Победа» 55 гектар акнă. Çывăх вăхăтра ытти хуçалăхсен те хура çĕре шуратма тухмалла.
Районта пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртсех пыраççĕ. Çавна май кĕрхи тырăсене 6 пин гектартан кая мар акса хăвармалла. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 20 процент пысăкрах.