Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАÇХИ УРАМ АЧА-ПĂЧА ВАЛЛИ МАР

15 августа 2009 г.

Ачасене ÿт-пÿ, ăс-тăн, кăмăл-сипет тата эпетлĕх тĕлĕшĕнчен аталанасси çине сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе Чăваш Патшалăх Канашĕ çĕнĕ саккун кăларнине, ун йĕркипе «комендант сехечĕсем» туса хунине пĕлтернĕччĕ.

Çĕнĕ саккунра «Раççей Федерацийĕнчи ачасен тĕп гарантийĕсем çинчен» федераллă саккунĕнчи тата Чăваш Республикин «ЧР йĕркене пăсассине асăрхаттарасси çинчен» калакан саккунăн 3-мĕш статйинчи ăнлавсем тĕпе хывăннă. Ун тăрăх, çула çитмен çамрăксен июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен 23 сехетрен пуçласа 6 сехетчен, ытти вăхăтра 22 сехетрен пуçласа 6 сехетчен ашшĕ-амăшĕсĕр, аслисемсĕр урамра, хăш-пĕр объектсенче – бар-ресторансенче, ясар паллиллĕ япаласем, сăра-эрех кăна сутакан вырăнсенче, стадион-парксенче, обществăлла транспортра, интернет-салонсенче, суту-илÿ çурчĕсенче... – çÿреме юрамасть. Ăна пăхăнманшăн ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе кăна мар, учреждени-организаци ертÿçисем тĕлĕшпе те административлă правăна пăсни çинчен ĕç пуçарма, штраф хума пăхнă.

Çак саккуна пăхăнса районта ĕçлĕ комисси туса хунă. Ун йышне район администрацийĕн, вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн, консультаципе диагностика центрĕн ĕçченĕсем, çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссисен членĕсем кĕреççĕ. Председателĕ – район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыраканĕ Светлана Войтенко.

Комисси ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Çак кунсенче вăл Калинино, Ярмушка тата Аçăмçырми ял поселенийĕсенче пулнă, саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика