15 августа 2009 г.
Уяр çанталăк вырма ĕçĕсене хăвăртрах пурнăçлама май парать. Ĕнер «Мураты» кооперативри уй-хир карапĕсем юлашки каçалăксем каçрĕç. Пирĕн корреспондент хуçалăх ертÿçипе Геннадий Петрович Спиридоновпа тĕл пулса калаçрĕ.
– Геннадий Петрович, эсир çулленех уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттеретĕр, лайăх тухăç илетĕр. Вăрттăнлăхĕ мĕнре;
– Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Этемĕн чи паха енĕ вăл – ĕçченлĕх, пуçарулăх. Çакна тĕпе хурсан ÿсĕм тума пулĕ. Кăçал эпир тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 537 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Вăтам тухăç – 30 центнер. Уйрăм лаптăксенче тырă тата ăнса çитĕннĕ. Çĕр-аннемĕрĕн пулăхне пуянлатассипе тĕллевлĕ ĕçлесен тухăç начар пулмĕ. Тата хуçалăх тĕрекĕ – тăрăшуллă çынсем. Вырма вăхăтĕнче Геннадий Алексеев, Геннадий Иванов, Александр Федоров, Борис Федоров механизаторсем комбайнер та, водитель те пулчĕç. Йĕтем хуçалăхĕнче тимлекенсем пирки те ырă сăмахсем каламалла. Алина Алексеевапа Эльвира Арсентьева поварсем тыр-пул пухса кĕртекенсене икĕ хутчен вĕри апат çитерчĕç. Халĕ пулас тухăç никĕсне хывассипе тимлетпĕр. Кĕрхи тулă 250 гектар йышăнмалла е пĕлтĕрхи лаптăкран 20 гектар ытларах пулмалла. Паха вăрлăха «Санары» агрофирмăран туяннă.
– Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Сирĕн аçăр Петр Спиридонович та ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ...
– Атте хресчен чунĕллĕ çынччĕ. Хăйĕн ĕçне çав тери чун-чĕререн парăнса ĕçлетчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Юра пиччепе иксĕмĕре тăван çĕре куç шăрçи пек упрама вĕрентесси пулнă. Малтанах Элĕк районĕнче çĕр улми çитĕнтерессипе ĕçлеттĕмĕр. Атте: «Сире валли тăван кĕтес çук-им;»– терĕ çирĕппĕнех. Малтанах пирĕн нимĕн те çукпа пĕрехчĕ. Бизнес-план хатĕрлесе хăрамасăрах 50 миллион тенкĕлĕх кредит илтĕмĕр. Техника туянтăмăр, выльăх-чĕрлĕх фермине çĕнетсе улăштартăмăр, «Янгорчино» кооперативран ăратлă выльăх туянтăмăр. Ĕнесенчен вăтамран 20 литр сĕт суса илетпĕр. Ку – районти чи пысăк кăтарту.
– Хăватлă техника – ÿсĕм тумалли çăл куç...
– Техника вăл – ял хуçалăх «чĕри» тесе каланипе килĕшетĕп. Машинăпа техника паркне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кăçал çĕр улми кăларса пуçтаракан тепĕр «Grimme» комбайн туянтăмăр. Халĕ «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче ĕçлеме виçĕ комбайн пур. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме Раççей ял хуçалăх банкĕн, Перекет банкĕн районти уйрăмĕсемпе çыхăну тытни пулăшать. Хăватлă техника ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Акă «Амазоне» агрегат пĕр сехетре 6 гектар тырă акать. Юлашки вăхăтра кооператив ура çинче çирĕпрех тăма пуçларĕ. Çавăнпа хамăр укçа-тенкĕпех тепĕр «Джон Дир» трактор тата çĕр улми лартмалли агрегат туянасшăн.
– Ĕç вăйĕ çителĕклĕ-и;
– Паянхи кун хуçалăхра 75 çын тăрăшать. Пурте тенĕ пек Мăн Явăш ял тăрăхĕнчен. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăмасть, анчах механизаторсем кирлĕ. Пирĕн кооперативра вăй хурас кăмăллисем валли ĕç яланах тупăнĕ. Шалу лайăх тÿлетпĕр. Акă, сăмахран, комбайнерсем иртнĕ çул икĕ эрнере 24 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă. Кăçал та лайăх тÿлĕпĕр. Ытти чухне механизаторсем 10 пин тенкĕрен кая мар ĕçлесе илеççĕ.
– Геннадий Петрович, тĕнчери финанс кризисĕн витĕмне туймастăр-и;
– «Кризис» сăмаха хамăн пуплевре усă курма тăрăшмастăп. Хресчене нихăçан та çăмăл килмен. Пурпĕр вăл ака-суха ĕçĕсене туса ирттерет. Пурне те тăрантаракана хисеплеме пĕлни кăна кирлĕ. Сĕтел хушшине ларсан çĕр çинче тăрăшаканăн тертлĕ ĕçне, вăл ир-каç хура тар тăкнине аса илесчĕ. Тырă хакĕ йÿнĕ пулни пăшăрхантарать паллах. Акă ыраша 2 тенкĕ те 90 пуспа сутрăмăр, халĕ вара – 2 тенкĕ те 70 пуспа кăна туянаççĕ. Çĕр улми çитĕнтерессипе тимлени ытларах тупăш парать. Çавăнпа тепĕр çулне «иккĕмĕш çăкăра» 200 гектар лартасшăн.
– «Мураты» кооператив тăватă çул каялла кăна йĕркеленнĕ пулин те районти, республикăри паллă хуçалăхсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тата сулмаклăрах утăмсем тумалла пултăр.
– Тавтапуç.