15 августа 2009 г.
Çакна кашниех сăнанă пулĕ – ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăл-хĕрне кăмăлне пăхмасăрах пĕр-пĕр аслă шкула «чикме» пăхать. Хăй «сарлака уран» пурăнмасть пулин те, ачишĕн укçине самаях кăларса хума хатĕр вăл. Шел те, нумай чухне шăпах çакнашкаллисем ĕç рынокĕнче «ытлашши» пулса юлаççĕ. Нумайăшĕ вара аслă шкул пĕтернĕ дипломпа усă та кураймасть. Тÿрех ыйту çуралать – çак ача, тен, пĕр-пĕр рабочи профессийĕнче хăйĕн вырăнне тупĕччĕ; Юлашки вăхăтра вара Раççей экономикинче çак кадрсем çитменни уйрăмах çивĕч сисĕнет.
Халĕ, вĕренÿ заведенийĕсенче хĕрÿ тапхăр пынă вăхăтра, çак калаçу уçăлни ăнсăртран мар. Ĕнерхи-паянхи тĕл пулура çÿлерех каланисем Вăрнарти 29-мĕш професси училищин директорĕн Н.Васильевăн шухăшĕсенче те аван палăрчĕç. Тăван вĕренÿ заведенийĕн йышăну комиссийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, Николай Васильевич рабочи профессийĕсен престижне ÿстерес тĕллевпе çуралнă идейисене те уçса пачĕ.
– Пирĕн пĕрремĕшле шухăш – ял çамрăкĕсене пулăшасси. Вĕсен аслă шкулсене вĕренме кĕрес ĕмĕчĕсене эпĕ питĕ ырлатăп, енчен те çак çамрăксем хăйсен пурнăçне суйласа илнĕ профессипе çыхăнтараççĕ пулсан. Аслă шкул пĕтерсенех ĕçсĕррисен йышне кĕрсе ÿксен вара;.. Çавăнпа та профессие вăхăтра, тĕрĕс палăртни кирлĕ.
Вăрнарти 29-мĕш училище паян ял хуçалăхне кирлĕ специалистсем хатĕрлессипе кăтартуллă ĕçлет. Коллектив вĕрентÿ тытăмне çĕнетессипе çĕршывра, республикăра йышăннă программăсене алла илсех пырать, хăй умне çĕнĕ тĕллевсем лартса тимлет. Ĕç рынокĕ ыйтман профессисене кунта тахçанах пăрахăçланă ĕнтĕ, çав вăхăтрах паянхи пурнăçра кирлĕ специальноçсен илĕртÿлĕхне ÿстерессипе çине тăрса тимлеççĕ.
Вĕрентÿпе кану условийĕсем çинче те чарăнса тăмасăр май çук. Училищĕре вĕренекенсене кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ, общежитие вырнаçтараççĕ. Вĕсем компьютер класĕнче ăс-тăна аталантарма, спортзалта ĕçлекен тĕрлĕ секцисенче ÿт-пĕве пиçĕхтерме пултараççĕ. Асăрхăр, пĕтĕмпех – тÿлевсĕр!
Кунта вĕренекенсем – регионсем хушшинчи «Аслă Атăл çамрăклăхĕ» наукăпа практика конференцийĕн çулленхи çĕнтерÿçисем. Кăçал – икĕ призер. Пĕлтĕр вара Сергей Куприянов хăйĕн изобретенийĕпе мала тухса Мускава, халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне, кайма тивĕçнĕ, унта ăна РФ Наука министерствин Дипломĕпе чысланă. Училище те çамрăк ăрăва çитĕнÿсем тума пулăшнăшăн республика Правительствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Ку – пĕр ырă тĕслĕх кăна. Спортра, наукăпа творчество конкурсĕсенче çĕнсе илнĕ медальсемпе кубоксем, Хисеп грамотисем, парнесем чылай. Çак çитĕнÿсенче училище районти культурăпа кану центрĕпе, спорт шкулĕпе тачă çыхăнса ĕçленин тÿпи те пысăк.
Тĕрлĕ проектсене, экспериментсене, республика, федераци шайĕсенчи ăс-тăнпа вăй-хал тупăшăвĕсене хутшăнни, паллах, – эффективлă ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ.
Чи кирли вара – професси хатĕрлевĕн кăтартăвĕсемпе мăнаçланма пултарни. Ĕç рынокĕн тишкерĕвĕпе кунта акă темиçе çул ĕнтĕ техобслуживани мастерĕсене хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе вĕренекенсем харăсах виçĕ професси алла илеççĕ: тракторист, водитель тата слесарь. Ăста механиксем тухаççĕ, бухгалтер специальноçĕ анлăланнă: пахча-çимĕç ăсти, повар тата учетчик. Поварсем хатĕрлеме тытăннă. Строитель профессийĕсене вĕренÿ программине кĕртес ĕмĕт пысăк.
Чи кирлине те сиктерсе хăварар мар. 9-мĕшĕнчен те, 11-мĕш класран вĕренсе тухнисем те кунта тĕрлĕ специальноçсем илме пултараççĕ. Юлашкийĕсем валли вара вĕренÿ условийĕсем уйрăмах меллĕ. Калăпăр, ача училищĕре пĕлÿ илет, пĕр-пĕр рабочи профессине алла илнĕ вăхăтрах вăл куçăмсăр (заочно) майпа техникумсене вĕренме кĕме пултарать. Николай Васильевич хăйсем патĕнче çакнашкал майпа вĕренекенсем сахал мар пулнине палăртрĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене парайманнисен тата; Çĕнĕ саккунпа вĕсене халĕ аттестат та памаççĕ-çке. Эппин, вĕсен 9-мĕш класс хыççăнах пуçламăш професси пĕлĕвне илесси пирки шутламалла мар-и;
Республикăра кĕçĕн бизнеса аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă, ку енĕпе ĕçлекенсене çăмăллăхлă кредитсем те параççĕ. Халĕ ялсенче хурт-хăмăрпа аппаланакансем чылай. Çамрăксен мĕншĕн вĕсен ретне тăрас мар; Вăрнарти училищĕре акă ăста хурт-хăмăр ăстисем хатĕрлеççĕ. 9-, 11-мĕш класс хыççăн ку специальноçсене тÿлевсĕрех алла илме пулать. Çавăн пекех тÿлевлĕ майпа виçĕ уйăхлăх курс та пур. Çакă ял çыннишĕн пысăк пулăшу мар-и;
Николай Васильевичăн тепĕр çутă шухăшĕ те çамрăксемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн кăсăклă пулма тивĕç. «11-мĕш класран вĕренсе тухнă ача, сăмахран, бюджет никĕсĕ çинче аслă шкула вĕренме кĕреймен. Кашниех (тишкерÿ тăрăх, чи сахалли те – 29 пин тенкĕ!) хулăм укçа кăларса хураймасть. Çак ачана эпир хамăр патра меллĕ условисем сĕнетпĕр. Вăл 9-мĕш класс аттестачĕпе пирĕн училищĕне вĕренме килме пултарать, 11-мĕш класс аттестачĕпе вара куçăмсăр (заочно) майпа – аслă шкулсене. Йÿнĕрех те, усăллă та. Хамăр енчен эпир çамрăксене сессине кайма нихăçан та чарман», – паллаштарать вăл.
Рабочи профессийĕсен престижĕ ÿсни çакăнтан та аван курăнать. Аслă шкулсенчен, хăшĕ-пĕри тĕнчери экономика кризисне пула хăйсен студенчĕсем ĕçсĕр юлассинчен «асăрханса», вĕсене хушма курспа вĕренÿ программисене кĕртрĕç. Паллах, ку ырă пулăм. Анчах та кунта практика теоринчен туллинрех пуласси иккĕлентерет. Çавăнпа та çамрăксен çÿлерех асăннă шухăшсене «тăнласан» тем пекехчĕ.
Вăрнарти 29-мĕш училище ачасене йышăнма хатĕр ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ. Районти йышăну комиссийĕ те вăл çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине пĕрремĕш тĕрĕслеврех палăртнă.