Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КРИЗИС: ПĂТĂРМАХЛĂ ПАЛЛĂСЕМ

15 августа 2009 г.

Пичетре А.Г.Стаханова тупăкран кăларса мăшкăл кÿме тĕв тунă кампани пысăк хастарлăхпа иртрĕ. «Моя семья» хаçатри статьяна пирĕн «Хыпар» та куçарса çаптарнă. Социализмла Ĕç Геройне мăшкăлтăк юххинче чÿхенине çуралнăранпа 100 çулĕ çитнипе, паллă шахтер ячĕпе Украинăри Торез хулинче асăну хăми уçнипе сăлтавланă. Тĕрĕссипе, энциклопеди словарĕ кăтартнă тăрăх (1979, 3-мĕш кăларăм), Геройăн çавра юбилейĕ 3–4 çул каялла иртнĕ, анчах компромат айне тумалли списокра черечĕ халь тин çитнĕ пулмалла. Астума кĕскен асăрхаттарни те çитĕ: Алексей Григорьевич, «Центральная – Ирмино» шахта забойщикĕ (Донбасс), 1935 çулта производство новаторĕсен юхăмне пуçарнă. Вараласа айăплама темех тупайман, «Сталин ывăлĕпе эрех ĕçнĕ», «Çын – мăлатук» текелесе тăрăхласшăн.

Çын – мăлатук...

Ку сулăмпа йăвансан... Эп ача чухне Мăн Явăшра бригадир помощникĕнче çÿренĕ çулсенче çав тери сатур качча каяс хĕрсем – Антонинăпа Евдокия Егоровăсем пурччĕ. Пĕр тăвансем, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çурлапа пĕр талăкра кашнийĕ уйрăммăн хĕрĕхшер сотка тырă выратчĕç. Ĕненмесĕр районтан комисси ярса пачĕç. Темиçе хутчен шакалкăласа кăтартрăм – кашнийĕнчех çур гектара яхăн тухать. Ĕç паттăрĕсене халь ман «хĕрсем – çурласем» темелле-ши; («Хĕрсем – çырласем!» вырăнне). Очерксен тăван ялти геройĕсене асилетĕп. «Элекки çурчĕсем» (уншăн мана «Коммунизм ялавĕ» хаçатри конкурсăн 2-мĕш премине панăччĕ)... Апла – «Элекки – пăчкă- пуртă». Иван Мостров («Уй-хир улăпĕ» очерк) ХТЗ трактора умĕнчен хăй пĕччен çĕклесе çĕртен уйăратчĕ. Явăшсен уй-хирне хăех çурри таран сухаланă. «Çын – ХТЗ трактор»... Тихон Антонов («Хуралти шăпăрт çын» очерк), студебекерĕпе вăрçăра тата ялта «экватор çулне çаврăннăскер», «Çын – студебекер» пулса тухать... Каплах кайсан, Ксюша Собчак пирки «хĕр – çара кут» темелли юлать. НТВ «Светские львицы» ярăм тытса пырать. Арăслан амисем... Тĕрĕссипе халь вĕсем Индипе Африкăра çеç тăрса юлнă. Пирĕннисем, Мускавра тупăннисем, ясар суттин шоу-тусовкисене сиктереççĕ. Чăвашсем «кĕрт ами» тенĕ – вăйлăрах илтĕнет. «Çветскисен ретĕнчи Ольга Родионовăна (телекăларăмсен ертÿçи) «хĕрарăм – секскино» тесе чĕнмелле-мĕн (çавнашкал фильмсенче ÿкерĕнет). Анфиса Чехова (секскăларăмсен ертÿçи), Виктория Лопырева (телекăларăмсем), Наталья Богуцкая (олигарх арăмĕ), Вероника Хацкевич (хăйне писатель тет) – нумаййăн вĕсем, пĕрешкел ретреннисем. Пуринне те ячĕсене пĕр-пĕр япалапа улăштарма май пур: Винокур – хĕрлĕ эрех, Петĕрçан – телеещĕк...

«Çынран кулса (мăшкăласа пĕлтерĕшпе) çын пулаймăн!» – тет чăваш. Буржуалла СМИ (МИХлесе куçарни мана килĕшмест) совет саманипе çыннисене вĕçĕмсĕр ылханса вараланипе хисеп туянасса эп ĕненместĕп. Пичет, радио,телеещĕк капитализмла ĕç паттăрĕсене кăтартмасть, олигархсемпе те паллаштармасть. Пĕтĕм геройсем – эстрада арăсланĕсем (çаракут амисем ытларах). Кинора та: ĕçеççĕ те – çиеççĕ, çиеççĕ те – ĕçеççĕ, хыççăн пĕрне-пĕри çапса пăрахма халтăрланаççĕ.

Телеещĕк (НТВ, июлĕн 3-мĕшĕ, ирхи кăларăм) Раççейри çамрăк кадрсен резервне Селигер кÿлли таврашĕнче «нашистсенчен» хатĕрлеççĕ тесе тĕлĕнтерчĕ. Пулас «кадрсене» çĕршыв анлăшĕнчен вунă кунлăха 50 пин çын таран пуçтарнă. Эпир астăвасса кадрсене вăйă-кулăра мар, ĕçре тата должноçсен картлашкисем тăрăх тĕрĕслесе хатĕрлетчĕç (çĕнĕ хуласем çĕклесе – Амур çинчи Комсомольск, ыттисем; чукун çулсем хывса – БАМ, ыттисем; гидроэлектростанцисем лартса – Красноярск, ыттисем; çĕнĕ çĕрсем уçса – Казахстан, ыттисем).

«Çын – мăлатук»... Çĕршыври лару-тăрăва шупка куçлăх витĕр сăрланă хушăра çавнашкал опуссем пушшех нумайланчĕç. Буржуалла СМИ пире паянхи çивĕч проблемăсенчен пăрасшăн (çапăçура ăна «отвлекающий маневр» теççĕ). Унчченхине хурласа хуратсан, паянхи, тен, çутăрах курăнĕ;.. Унчченхи улăпсене çапа-çапа антарсан, хальхи пигмейсем, тен, çÿллĕрех курăнса кайĕç;.. «Çын – мăлатук»: совет саманинче этем ĕç хатĕрĕ кăна шутланнă, вăл Петĕрçан мыскарисене пăхайман, Ельцин чухлех мар пулсан та, тарăхнă, эрех ĕçнĕ... Тата тем те пĕр.

Коррупцие тăллас тенĕ кампани путланчĕ-им; Якур Строев Федераци Канашĕнче мăнаçланса ларнă чухне ăна ниепле те çăварлăхлаймăн! Юлашки тĕслĕхсем. Хаçатсенче губернаторсем, мэрсем, çÿллĕ шайри депутатсем мафипе коррупци серепинче чăлханни çинчен çыркаласа тăраççĕ. Анчах уголовнăй ĕçсем мĕнле вĕçленнине эпир пĕлместпĕр. Хăйсен пур-çук бюджетне генералсем те пулин çăткăнла хапсăнаççĕ. Пин-пин офицер хваттерсĕр хăшкăлнă хушăра генерал-лейтенантсем – Е.Корнишинпа А.Веремеев (Мускав гарнизонĕ) криминаллă бизнеспа – хваттер суттипе алхаснă. Вырăнти влаç хваттерсенчен хÿтерсе кăларнисем прокурор патĕнче те, судра та хÿтлĕх тупаймаççĕ: законсене юри çапла йышăннă пуль (çĕршыв анлăшне кĕрлесе тухнă юлашки тĕслĕхсем çинчен Ханты-Манси округĕ тăрăх хаçатсенче вулăр). Пысăк чиновниксем патшалăх çăл куçне – резерв фондне, халăх ырлăх-пурлăхĕн фондне, Тĕп банкăн валюта резервĕсене, бюджетран корпорацисене пытарнă укçа-тенке тустарнă хушăра регионсенче те ял-хула таранах тĕлĕрсе лармаççĕ. Шучĕ те çук туса тултарнă пенси фончĕсем панкрута тухса пынă май çичĕ çул каялла пуçланă пенси реформисем путланса ларас хăрушлăх тухса тăчĕ. Свердлов облаçĕнчи пенси фончĕн пуçлăхĕсем пĕр миллиард тенке сулахая хăваланă. Кам мĕн чул вăрланине следстви ниепле те палăртаймасть (результатне судсăрах тавçăратпăр). Çак уйăх пуçламăшĕнче «Коммерсант» пĕлтернине вуларăмăр. Сĕнтĕрвăрри районĕн сучĕ А.Шумов ĕçне пăхса тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхне Раççей Федерацийĕнчи уголовнăй кодексăн пилĕк статйипе айăплаççĕ (289, 327, 291, 195, 286 ст.) А.Шумов 2002 çултанпа суя документсене кăмăллани паллă. Вăл çичĕ çул каялла Чăваш патшалăх университетне пĕтертĕм тесе суя диплом шанлаттарнă. «Чебоксарская правда» хаçат 2007 çулта А.Шумов махинацийĕсене тăрă шыв çине кăларса статья пичетленĕ. Районпа республика умĕнче ятне намăссăрла çухатнă пуçлăха мĕншĕн çав таран чăтса пурăннă-ши;

Вăт кусем, юлашкинчен асăннисем – криминалпа çыхăннисем, чăн-чăнласах кашни-пĕри «молоток»!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика