Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ иртнĕ

15 августа 2009 г.

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп больницăра донор кунĕ иртнĕ. Пурĕ 95 çын юн панă. Сăваплă ĕçе хутшăнакансенчен ытларахăшĕ – «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăрăшакансем (35-ĕн). Сывлăх хуралĕнче тăракансем те çулленех хастар. Вĕсем 27-ĕн юн панă. Ытти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче те çук мар. Пархатарлă ĕçе çичĕ çын хутшăннă. Ĕçсĕррисем те хăйсен тивĕçне туяççĕ – 9 çын юн панă.

Тăтăшах юн паракан мăшăрсене мухтамалла. Вĕсем – Ирина Владимировнапа Виталий Петрович Красновсем, Татьяна Александровнапа Олег Александрович Барановсем, Наталья Михайловнапа Сергей Алексеевич Васильевсем. Çамрăк мăшăрсем те хастар. Акă Аннăпа Дима Денисовсем виçĕ хутчен юн панă.

Гуманизмлă тĕллевсене мала хунă çынсене районти тĕп больницăн тата республикăри юн яракан станцин администрацийĕсем чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика