15 августа 2009 г.
Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм, тенĕ ваттисем. Чăн та пурнăçра ыран мĕн пулассине никам та пĕлмест. Пĕлес-тĕк, кашниех асăрхануллăрах пулмалла та... Çапла, кĕтмен çĕртен инкек тухассинчен никам та хăйне страхласа хураймасть. Тепĕр чухне вара киревсĕр ĕç тума шухăш тытмасан та, саккунпа килĕшÿллĕн пурăнаканăн та сасартăк суд тенкелĕ çине ларма лекет. Сăлтавĕ вара – асăрханусăрлăх, тимлĕхе çухатни.
Акă, Вăрнар район сучĕ пĕр ялта пурăнакан хĕрĕхри арçынна утмăл иккĕри тăванне асăрхамасăр вĕлернĕшĕн айăпланă.
Малтанхи следстви ĕçĕсем вăхăтĕнче ку пăтăрмахлă ĕç мĕнле пулса иртнине тĕпченĕ. Кăçалхи çуркунне районти пĕр ялта пушар алхаснă пирки пурăнмалли çурт çунса кайнă. Унта пурăнма май çукран кил хуçине тăванĕ хăй патне йышăннă.
Пĕлтĕрхи апрелĕн 21-мĕшĕнче вĕсем çуннă çуртăн пĕренисене хăйпăтма тытăннă. Килсĕр юлнă тетĕшне хÿтте илнĕ пĕртăвансем те (пиччĕшĕпе шăллĕ) пулăшнă. Çамрăкраххисем çÿле хăпарса кайнă, тетĕшĕ аялта юлнă. Чи малтанах мачча хăмисене уйăрнă хыççăн пĕренесене хăйпăтса кăларма пуçăннă. Пĕртăвансенчен пĕри хăрушлăх кăларма пултаракан ĕç вăхăтĕнче тимлĕх çинчен маннă пирки, 4 метр тăршшĕ пĕрене 3 метр çÿллĕшĕнчен тетĕшĕн пуçĕ çине ÿкнĕ. Йывăр суранланнă арçын инкек вырăнĕнчех вилнĕ.
Инкек тухнăшăн айăплă арçынна Вăрнар район сучĕ пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, пĕр çул та 6 уйăхлăха тĕрĕслев вăхăтне палăртнă. Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕнĕ.