Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лавкка çаратнăшăн

15 августа 2009 г.

Çамрăксем ытла ир кукăр çул çине тăраççĕ. Хăшĕ-пĕрисем вак-тĕвек хулиганла ĕçсемпе çыхланаççĕ пулсан, теприсемшĕн вара, калама та хăрушă, хăйсен аллисемпе çын вĕлересси те ним те мар.

Анчах шутласа пăхăр-ха – ачасем вĕт-ха вĕсем! Мĕн илсе çитерет çак çул çине, мĕншĕн чунĕсем çамрăклах çав тери хытса пăрланнă-ши; Ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсем тахăш вăхăтра вĕсене куçран çухатнă-ши е пачах тимлĕхсĕр хăварнă-и; Тен, аслисем япăх тĕслĕх кăтартаççĕ, тен , вĕсем шăп та обществăра хăйсен вырăнне тупма суйлав умĕнче тăнă чух тĕрĕс сĕнÿ-канаш паракан çук; Чăн та ыйту нумай. Анчах пĕрин çине хуравне чи малтан тупмалла – тÿрĕ çултан пăрăнас туртăм пуррисене киревсĕрлĕхе пуçĕпех путма памалла мар, саккунлă, çĕршыва усăллă ĕçе явăçтарма майсем шырамалла.

Çула çитмен Е. районти пĕр шкулта 10-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. Çемьере ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр, аслашшĕпе кăна ÿсет. Ку таранччен арçын ача çула çитменнисемпе тимлекен инспекцире учетра тăман, судпа нихăçан та айăпланман. Анчах ырă ята варалама нумай кирлĕ мар. 17-ри çамрăкпа та çаплах пулса тухнă. Пĕрре саккуна пăснă вăл, çакăншăн явап тытмаллине тÿрех туйса илнĕ. Киревсĕр ĕçе пурнăçлама шутланă чух ку преступление уçса параймасса шаннă-ши;

Преступлени патне таврăнас-тăк, Е. пĕртăван И.-семпе пĕрле (вĕсем тĕлĕшпе суд уйрăм йышăну кăларнă) кăçалхи мартăн 17-мĕшĕнче Калинино райповĕн Тăвальушкăнь Ялтăрари лавккине çаратнă. Ку сĕмсĕрле шухăш пĕртăвансенчен пĕрин пуçĕнче çуралнă. Е. малтанхи следстви вăхăтĕнче каласа панă тăрăх, вĕсем çĕрле урамра уçăлса çÿренĕ, тăрук пĕри ялти лавккана вăрттăн кĕме сĕннĕ. Теприсен хирĕçлеме те май пулнă ĕнтĕ, анчах нихăшĕ те пăрăнса утман. И. тÿрех чартак çине хăпарса кайнă, темиçе хăма хăйпăтса кăларнă та маччаран çурта кĕнĕ. Пуçĕ «ĕçленĕ-ха» хăйĕн – çеккунт та çухатмасăр тÿрех сигнализаци блокне туртса кăларнă. Тепĕр тантăшĕ вара касса аппаратне урайне ÿкернĕ. Тинех виçĕ тус хаш сывласа янă. Мĕн çук пулĕ лавккара – мĕн çиес килнине çи, мĕн ĕçес килнине ĕç. Çамрăксем вырăнтах темиçе кĕленче шампань эрехĕ пушатма ĕлкĕрнĕ. Пысăк хутаçсене те темтепĕр чышса тултарнă: сăра кĕленчисем, хĕвелçаврăнăш, тĕрлĕ йышши чипсы пачкисем, кофе, пылаклатнă тата тăварлă арахис мăйăрĕ, шăккалат, сигарет, улма-çырла тата ытти те. Тепĕр кунне лавккара ирттернĕ ревизи унчченхи каç 5381 тенкĕлĕх тавар çухалнине кăтартса панă. Тата самай пысăкрах тăкак вăрăсем таварпа пурлăха юрăхсăра кăларнипе кÿнĕ (пĕтĕмпе 30600 тенкĕ).

Лавккара тавраллах çăнăх, кофе сапаласа пĕтерни тата мĕне пĕлтерет-ши; Çапла майпа хăйсен йĕрĕ çине ÿкмессе шанса, йĕрке хуралçисене пăтраштаратпăр тенĕ-ши; Е вăйне ниçта чикеймесĕр «паттăрланнă»; Хăть мĕнле пулсан та лавккана çаратнă виçĕ юлташа милици сотрудникĕсем тепĕр куннех çулса илнĕ. Оперативлă шырав ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăмăпăр, çапах та каласа хăвармалла: вăрăсене шыраса тупма йывăрах пулман. Вĕсем хăйсем хыççăн самаях «йĕрлесе» хăварнă.

Вăрнар район сучĕ Е. тĕлĕшпе çав тери çирĕп мера йышăнман, 1500 тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă. Пĕрремĕш хут суд тенкелĕ çине ларни вĕрентÿллĕ пуласса, иккĕмĕш хучĕ пулмасса шанас килет. Çула çитмен çак çамрăкăн тÿрленме шанăç пур, унпа усă курма тăрăштăр кăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика