Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф – 15 пин тенкĕ

15 августа 2009 г.

Июль уйăхĕнче Вăрнар район прокуратури ĕç укçинчен тата ытти тупăшсенчен алиментсене шыраса илессипе çыхăннă йышăнусене предприяти-организацисенче мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Акă суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи уйрăмĕ пĕлтĕрхи май уйăхĕнче «Гвардеец» агрофирма тулли мар яваплă обществăна Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш суд участокĕн миравай судйи йышăннă пурнăçлав листине ярса панă. Унта уйăхсеренех Г. Яковлевăн ĕç укçинчен 1ÿ3 пайне тытса юлса, унăн арăмĕ пулнă Н.Яковлевана вĕсен çула çитмен ачисене пăхса ÿстерме куçарса памаллине çирĕплетнĕ.

Г.Яковлев «Гвардеец» агрофирмăра пĕлтĕрхи май уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи май уйăхĕн 16-мĕшĕччен ĕçленĕ. Ăна ĕç укçине шутласа панă хыççăн чăнах та пĕрре виççĕмĕш пайне тытса юлнă. Анчах та 2007 çулти октябрĕн 2-мĕшĕнчи «Суд йышăнăвĕсене пурнăçлас ĕç çинчен» саккунăн 98-мĕш статйин 3-мĕш пайне пăсса, «Гвардеец» агрофирмăн должноçри çыннисем алиментсем тĕлĕшпе тытса юлнă укçана Н.Яковлевана куçарса паман.

Çакна никĕсе хурса, Вăрнар район прокуратури кăçалхи июлĕн 10-мĕшĕнче «Гвардеец» агрофирма тулли мар яваплă общество директорĕ В.Федоров тĕлĕшпе, суд приставĕсен саккунлă ыйтăвĕсене пурнăçламаншăн, Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 17.14-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă.

Суд приставĕсен Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн суд приставĕн-исполнителĕн кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе агрофирма директорне çÿлерех асăннă Кодексăн статйипе административлă явап тыттарнă – 15 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Ку штрафа В.Федоров тÿлесе татнă.

Н.Яковлевана тивĕçекен алимент укçине те – 902 тенкĕне – куçарса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика