15 августа 2009 г.
Юнкун районти ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсем район администрацийĕн актовăй залĕнче черетсĕр конференцие пухăнчĕç. Çакă ветерансен районти канашĕн унчченхи ертÿçи В.А.Звонков вăхăтсăр çĕре кĕнипе çыхăннă. Çавна май конференци кун йĕркине ертÿçĕне çĕнĕрен суйласси тата президиума палăртасси пĕрремĕш ыйтупа кĕчĕ.
Çак кунччен районта икĕ организаци – ветерансен канашĕ тата пенсионерсен союзĕ – ĕçленĕ. Анчах пухăннисем пĕри те тепри çакнашкал лару-тăру кăткăс самантсем, ăнланманлăх çуратма пултарассине каларĕç, пĕр тĕп пĕрлĕх кăна пур ветерана пĕтĕçтермеллине палăртрĕç. Çапах та тĕрлĕ сăлтавпа сумлă «ветеран» ята тивĕçеймен пенсионерсен вара мĕн тумалла-ха, ăçта канаш-сĕнÿ ыйтмалла, йывăр вăхăтра камран пулăшу шырамалла; Ку ушкăнри пенсионерсене те аякра хăварас мар тесе вĕсене те пĕрлĕхе кĕртме йышăнчĕç, ветерансен канашĕн ертÿçин пĕр заместительне шăпах та пенсионерсен ыйтăвĕсемпе ĕçлеме шанма палăртрĕç.
Конференцие хутшăннă делегатсем ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) канашне ертсе пыма Александр Ильич Ильин кандидатурине сĕнчĕç. Пурте пĕр саслă пулса уншăн алă çĕклерĕç. Çĕнĕрен суйланнă ертÿçĕ пирки калас-тăк, А.Ильина районта лайăх пĕлеççĕ. Вăл Хирпуçĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах пурăнать. Чылай çул хушши «Победа» хуçалăх председателĕнче тимленĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ĕçне те йĕркелесе пынă. РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ халĕ – район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ. Авторитетлă, шанчăклă ертÿçĕ. Çавăн пекех уçă сасăлавпа палăртнă тăрăх, ветерансен канашĕн пленумĕ 40 çынран тăрĕ, президиума 7 çын кĕрĕ. А.Ильин çывăх вăхăтрах тепĕр хут пухăнассине, малашнехи ĕç планне хатĕрлесе йышăнмаллине каларĕ.
Район пуçлăхĕ А.Кузьмин А.Ильина саламланă май яваплă та сумлă ĕçре ăнăçу сунчĕ. Вăл район ял хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртса, малашне ветерансемпе пенсионерсен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсене лайăх пурнăç условийĕсемпе тивĕçтерессипе, çĕршыв тата республика, район шайĕнче ветерансемпе пенсионерсем тĕлĕшпе йышăннă саккун-программăсене пурнăçа кĕртессине асăрхаса тăрассипе тата ыттипе пĕтĕм чунтан парăнса вăй хурасси пирки иккĕленменнине пĕлтерчĕ. «Ветерансем яланах чунпа çамрăк, районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнаççĕ, ĕçлĕ сĕнÿсем параççĕ. Эпир хамăр ĕçре вĕсене яланах шута илетпĕр. Эсир – пирĕншĕн тĕслĕх, тавах пулăшушăн. Хамăр енчен сире тимлĕхсĕр хăвармăпăр, май килнĕ таран сирĕн пурнăçа çăмăллатма тăрăшăпăр» – терĕ район пуçлăхĕ.
А.Кузьмин, акă, Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 65 çул çитнине уявлама та ветерансемпе пĕрле канашласа хатĕрленме, юнлă вăрçăра мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса йĕркелекен уяв мероприятийĕсене пĕрле ирттерме чĕнсе каларĕ. Культура ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, тепĕр çулне Çĕнтерÿ кунне районта татах та илемлĕрех, калăпăшлăрах уявлĕç.