15 августа 2009 г.
Ял-йышра ăна Кăркурч тесе чĕнеççĕ – хисеплесе, сума-суса. Хăй патне хăнана чĕннĕччĕ те, эпĕ унпа аслă Илем кунĕнче тĕл пултăм. Çапла, ялти чи ватă та хисеплĕ çынпа пĕтĕм кăмăлтан чылайччен калаçса лартăм.
Кĕркурч тин çеç пиçнĕ çĕнĕ çĕрулмие сĕтел çине лартрĕ, турилккери анчах юхтарнă пыла астивме сĕнчĕ, çуттине пĕр икĕ черкке хунă хыççăн «Пирĕн урам анаталла» юрра аса илчĕ, кăмăлĕ улшăнчĕ, сывă юлнă куçĕнчен куççуль тумламĕсем тухрĕç. «Çак юрра мăшăрăм, Александра, юрататчĕ, – куçне тутăрпа шăлса илчĕ вăл, – чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ те мана пĕччен хăварчĕ, çăмăл мар мăшăрсăр пурăнма, уйрăмах апат пĕçерес килменни тарăхтарать».
Александр Григорьевич Григорьевăн çар служби вăрçă умĕнхи çулсенче Калинин облаçĕнче иртнĕ, вĕсен роти Мускав – Ленинград чукун çулĕ çывăхĕнче вырнаçнă сĕм вăрманти пĕр станцинчи çар склачĕсене сыхланă. Çартан тăван киле таврăнсан, ялти чаплă тимĕрçĕн Хветĕрĕн хĕрĕпе Александрăпа паллашнă вăл, туй тунă, çемье çавăрнă. Çывăхри Пĕнер станцинче йывăç складĕнче йышăнуçăра ĕçлеме тытăннă, вакунсемпе тĕрлĕ вырăнсене вутă, хурăн, юман кĕрешсем ăсатнă. Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнă.
– Эпир, сĕм вăрманти пĕчĕк станцири çынсем, вăрçă пуçланни çинчен темиçе кунтан тин пĕлтĕмĕр. Çар пуйăсĕсем хĕвеланăçнелле умлăн-хыçлăн кайма тытăнчĕç, – аса илет Александр Григорьевич.
Августра ăна вăрçа илсе кайнă. Малтанах вĕсене Саранск хули çывăхне çитернĕ, темиçе кунтан вара Калинин хулине, пехотăн çар училищине, ăсатнă. 1942 çулхи мартра Александр Григорьевич Григорьев лейтенанта тÿрех салтаксен ротине шанса параççĕ, унтан Псков облаçĕнчи пĕр ял патĕнче хÿтĕлев позицийĕсене йышăнма тивнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн çарсен тăшмана Мускав–Ленинград çулĕ çине тухма памалла мар пулнă.
– Нимĕçсем ирхине ирех пирĕн çине бомбăсем пăрахма, тупăсенчен пеме тытăнчĕç, – утмăл çичĕ çул каяллахине куç умне кăларать вăрçă ветеранĕ.
Пĕр снарячĕ ун çывăхĕнчех çурăлать, ванчăкĕ сулахай куçне аркатать, чылайччен тăнсăр пулса выртнă командира санитарсем ялти шкула пуçтарса тухаççĕ. Рота тăшмана яла кĕме паман, унăн атакине путлантарнă.
Аманнă рота командирне Горький хулине ăсатаççĕ, кунта ăста çар тухтăрĕ суранланнă куçа тасатать, теприне çăлса хăварать. А.Григорьевăн малашнехи çар служби Хусан патĕнчи Аракчинăра, çар хатĕрĕсем туса кăларакан завода сыхланă çĕрте, иртет.
Мирлĕ ĕçе таврăнсан, Александр Григорьевич Калининăри çар комиссарĕ сĕннипе Аçăмçырминчи тата Шĕнер Ишекри шкулсенче ачасене çар ĕçне вĕрентет. Кайран мĕн пенсие тухичченех вăрман хуçалăхĕнче тимлерĕ.
Кăркурч августăн 16-мĕшĕнче 95 çул тултарать. Тĕлĕнтерет вăл ял-йыша. Унпа юнашар утатăн пулсан, сана хыçа хăварать е тата алăсене çава тытать те кашлаттарать кăна курăка. Пĕчĕк кĕлеткеллĕскер, пурне те пулăшма хатĕр. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ халĕ пĕчченех пурăнать. Ялти чи хисеплĕ çын. «Алла туя тытма мана валли Шĕнер вăрманĕнче шĕшкĕ ÿсмен-ха», – шÿтлет ветеран. Çапла пултăрччĕ. Çирĕп сывлăх сунатпăр сана, хисеплĕ Александр Григорьевич.