Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕн пĕлĕвĕн урокĕ кирлĕ-и

12 августа 2009 г.

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче республикăри педагогика общественноçĕн представителĕсемпе тĕл пулнă.

Пухăннисем шкул ачисене тĕн пĕлĕвĕпе кăмăл-сипет воспитанийĕ памалли вĕренÿ предмечĕсене тĕрĕслесе пăхмалли проекта кĕрес ыйтусене сÿтсе явнă. «Ку тема питĕ çивĕч, кăсăклă, анчах татăклă мар. Пирĕн пĕрле йышăну тумалла», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Николай Федоров.

Проект тĕллевĕ – вĕренекенсене тĕн пĕлĕвĕпе кăмăл-сипет воспитанийĕ паракан, ачасен ашшĕ-амăшĕ суйласа илнĕ дисциплинăсенчен пĕрне кĕртнĕ программăсен комплексĕн содержанине хатĕрлесси, ăна эксперимент мелĕпе тĕрĕслесе пăхасси тата ĕçе кĕртесси. Унта çак дисциплинăсене кĕртнĕ:

1)йăлана кĕнĕ тĕнсен – православин, исламăн, буддизмăн, иудаизмăн – историйĕпе культурин никĕсĕсен курсĕ;

2) тĕнчери тĕнсен историйĕ;

3) халăх хушшинчи этика никĕсĕсем.

Проект тăрăх асăннă дисциплинăсене 4–5-мĕш классенче икĕ чĕрĕке Раççейĕн 18 регионĕнче пилотла вариантпа вĕрентме палăртнă. Занятисене ирттерме гуманитари предмечĕсемпе ĕçлекен учительсене ятарласа хатĕрлĕç.

Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче çĕнĕ дисциплинăпа вĕрентессине черетпе ĕçе кĕртсе пыма палăртнă: пилот вариантне 2009–2010 вĕренÿ çулĕнче 18 субъектра тĕрĕслесе пăхмалла, унтан проекта тата 18–20 регион хутшăнмалла. 2012–2013 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Раççейри мĕнпур шкулта çак курссене программăна кĕртме пултараççĕ.

РФ Вĕрентÿпе наука министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пилот проекта ĕçе яма кирлĕ укçа-тенкĕ калăпăшне кашни субъекта 50 миллион тенкĕ кирлине шута илсе палăртмалла.

Тĕл пулура аслă шкулсен ректорĕсем, шкулсен директорĕсем, учительсем, психологсем, журналистсем хăйсен шухăшне пĕлтернĕ, опытпа паллаштарнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕсем çакăн пек ĕçе университетсенче маларах та ирттернине, толерантноçăн ятарлă курсĕсемпе центрĕсем пуррине палăртнă.

Калаçу вĕçленнĕ май республика ертÿçи çак вĕренÿ курсне ĕçе кĕртме тĕплĕн хатĕрленме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика