Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вырнаçма – хушма пулăшу

12 августа 2009 г.

Николай Федоров Президент Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Унта республикăн 2009 çулта халăха ĕçе вырнаçма хушма пулăшу кÿмелли тĕллевлĕ программине пурнăçлас ыйтусене пăхса тухнă. Асăннă программа тĕллевĕ – граждансене малтанах професие вĕрентме, вĕсем хăй тĕллĕн ĕçлессине аталантарма, çĕнĕ тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтарма укçа уйăрасси. Чăваш енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Леонид Шимин проект валли укçа уйăрни, çавăн пекех республикăри предприятисем программăна хутшăнса мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Президент «патшалăхăн тÿлевсĕр укçине йышăнма хирĕçлекен» организацисене пайăррăн сивленĕ, «Промтрактор» АУОри, В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнчи лару-тăру пирки тĕплĕ информаци хатĕрлеме ыйтнă. «Вĕсем мĕншĕн финанс пулăшăвне хирĕçлеççĕ – çакна тĕпчесе пĕлмелле. Çынсене ĕçпе тивĕçтерме уйăракан бюджет укçипе паян çине тăрса усă курмаççĕ. Ку – çĕр-çĕр миллион тенкĕ, çав укçа шалăва, татăклă производствăпа инфратытăм проекчĕсене çаврăнса Чăваш енре юлĕ. Пирĕн бизнес, предприятисен рабочийĕсемпе специалисчĕсен ăнланманлăхне сирмелле, çине тăрса ĕçлессине тивĕçтермелле, малашне лайăхрах кăтартусем тумалла», – тенĕ Президент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика